24 июля 2009 г.
Июлĕн 21-мĕшĕнче Комсомольскинче пушара хирĕç кĕрешекенсен зонăри ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Унта Йĕпреç, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсен командисем хутшăнчĕç. Пирĕн район чысне пушар чаçĕнче ĕçлекенсем – Д.А.Кузьмин (пушар чаçĕн начальникĕ), В.М.Борисов, А.Д. Ананьев, С.Н.Моисеев, А.В. Семенов тата Г.А.Федоров хÿтĕлерĕç.
Малтанах пушара хирĕç кĕрешекенсем чăрмавсемпе 100 метрлă дистанцие чупса тухрĕç. Хÿме урлă сиксе, пĕрене тăрăх чупса каçрĕç, аллисенчи насус пыршисене хăвăрт салатса пĕр вĕçне “агрегат” çумне, тепĕрне ствол çумне çирĕплетрĕç. Кунта Д.Кузьмина çитекенни пулмарĕ. А.В.Семенов, В.М.Борисов, А.Д.Ананьев, Г.А.Федоров, С.Н.Моисеев результачĕсем те лайăх. Кунта тăвайсен команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Тăваттăмĕш хута пусмапа хăпарассинче те пирĕн районти пушара хирĕç кĕрешекенсем малтисем пулчĕç.
Виççĕмĕш хутри чÿрече патне виçĕ сыпăклă пусмапа икшерĕн улăхрĕç пушара хирĕç кĕрешекенсем. Владимир Борисовпа Дмитрий Кузьмин çакна чи маттур пурнăçларĕç. Ананьевпа Семенов Александрсем 3-мĕш пулчĕç. Çапла команда ку енĕпе те пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Машинăпа шыв тултарса вут-кăвара хăвăрт сÿнтерме хатĕрленес енĕпе район команди (улттăн) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Пĕтĕмлетÿ хыççăн тăвайсем мала (пĕрремĕш вырăн) тухни палăрчĕ, комсомольскисемпе патăрьелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
Районти пушар чаçĕн коллективĕ “Тăвайри кооператив” потребобществăна (ертÿçи В.Н.Федоров) тата Г.С.Сергеев предпринимателе ăмăртăва кайса килме пулăшу панăшăн тав тăвать.
Августăн 6-мĕшĕнче тăвайсем Кÿкеçре иртекен республикăри тупăшăва хутшăнĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"