21 июля 2009 г.

2009 çула Раççей правительстви Çамрăксен çулталăкĕ туса хума йышăнчĕ. Хальхи вăхăтра çĕршыври çамрăксене, çамрăк çемьесене пулăшмалли тĕрлĕ программăсемпе проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Калăпăр, “Çамрăк çемье”, “Ача амăшĕн капиталĕ” тата ытти те. Пултаруллă ĕçлекен, вĕренекен çамрăксем те пулăшусăр юлмаççĕ. Вĕсем Президент стипендиачĕсем пулса тăраççĕ, уншăн вĕсене укçа хушса параççĕ. Наукăпа культурăра, спортра ÿсĕмсем тăвакан çамрăксене каллех хавхалантараççĕ. Паянхи çамрăксем çĕршывăмăр сумне пĕтĕм тĕнче умĕнче çĕклеççĕ. Раççейĕн пуласлăхĕ те паян шкулсенче, аслă шкулсемпе ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенисенче вĕренекенсенчен, заводсемпе уй-хирсенче тăрăшакан çамрăксенчен нумай килет: эпир мĕнле пĕлÿ илнинчен, мĕнле ĕçленинчен, тĕрĕс пурăннинчен.
Нумаях пулмасть мана, Чăваш Енри пултаруллă 46 çамрăкпа пĕрле, Пĕтĕм Раççейри вĕренекен çамрăксен “Селигер–2009” форумне хутшăнма тÿр килчĕ. Унта çуллен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пиншер çамрăк канать, пĕр-пĕринпе хутшăнать, экспертсемпе, политикăпа обществăн паллă деятелĕсемпе, власть тата бизнес представителĕсемпе тĕл пулать.
Июлĕн 4-мĕшĕнче (пирĕн смена уйăхăн пирвайхи вунăкунлăхне лекрĕ) “Селигер–2009” форум участникĕсемпе тÿрремĕн çыхăнăва телекĕпер урлă çĕршыв Президенчĕ Дмитрий Медведев тухрĕ, çамрăксем çĕршыв ертÿçине хăйсен проекчĕсемпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем пама пултарчĕç.
Форума хутшăннисем çавăн пекех вĕрентÿ тата наукăсен министрĕпе А.Фурсенкопа, спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕпе В.Муткопа, РОСНАНО ертÿçипе А.Чубайспа, ытти паллă çынсемпе тĕл пулчĕç.
Эпир çут çанталăк ытамĕнче палаткăсенче пурăнтăмăр, кăвайт çинче хатĕрленĕ апата çирĕмĕр. Куна ирхи зарядкăран тытăнтăмăр. Кашни лагерь хăйĕн программипе пурăнчĕ. Занятисем ирхине 10 сехетре пуçланаççĕ. “Раççей пурин те пĕр” лагерьте, сăмахран, ку чухнехи Раççейĕн тĕнчери вырăнĕ, проектсен дизайнĕ тата проектăн ятарлă вĕренÿ программи предметсемпе паллашнă. 19 сехет хыççăн эпир культурăпа массăллă тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Уçăлса çÿреме те, байдаркăпа ишме те вăхăт пулнă. Селигер таврашĕ питĕ хитре. Романтика вара çамрăклăхшăн пĕртте ют мар.
Форумра мĕн пулса иртессине йывăçсем çине вырнаçтарнă мониторсем анлăн пĕлтерсе тăчĕç. Иртен пуçласа каçчен “ЫТВ” телевидени хăйĕн передачисене ирттерчĕ. Интернет-центрта участниксен хăйсен проекчĕсене тата анлăрах, тарăнрах тума майсем пулчĕç.
“Селигер” форум çамрăксене чăннипех шанăç кÿрет, шăпа хамăр алăра пулнине ĕненме пулăшать. Çынна пурнăçра идея (пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ шухăш) кирлĕ, çав шухăша çирĕп ĕненсен, çын вара ăна пурнăçа кĕртме пултарать. Пирĕн тĕллев – Раççее тĕнчери чи аталаннă, ку чухнехи ăс-тăн технологийĕпе хĕçпăшалланнă çĕршывсен ретне çĕклесси. Апла пулсан, малашлăх – паянхи çамрăксен аллинче.
Сăн ÿкерчĕкре: Чăваш каччисемпе хĕрĕсем (сылтăмран иккĕмĕшĕ – статья авторĕ).
Источник: "Ял ĕçченĕ"