21 июля 2009 г.
Шăрăх кунсем пуçланчĕç. Шкул ачисем халь канура. Пирĕн районта ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи лагерьсем ĕçлеççĕ. Чутейри вăтам шкулта та пур. Кунта икĕ отряд: “Хĕвел” тата “Çăлтăрчăк”. Пурĕ 35 ача хăйсен сывлăхне çирĕплетет. Лагерь ертÿçи – Г.А.Филиппова. В.Р.Андреева, З.В.Цветкова воспитательсем, В.В.Шамбулин тренер пулса ĕçлеççĕ.
Кун ирхи зарядкăран пуçланать. Унтан ачасем поварсем (Л.С.Белова, Л.В.Антонова) пĕçернĕ тутлă апата çиеççĕ. Канăва мĕнле ирттерни пирки кăсăклантăм. Çамрăксене лагерь пурнăçĕ питĕ килĕшет иккен. Кунта вĕсем тĕрлĕ вăйăсене хутшăнаççĕ. Футболла, теннисла, волейболла выляма юратаççĕ, спорт эстафетисем ирттереççĕ. Ялти ытти ачасен ушкăнĕсемпе тупăшса выляççĕ. Лагерьте “Пресс-центр” пур. Вăл ачасен кулленхи ĕçĕсене стена хаçатĕнче çутатса парать. Воспитательсем тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем ирттереççĕ. Ытларах сывлăха çирĕплетессишĕн, çут çанталăка упрассишĕн тимлеççĕ. Тĕрлĕ çĕре экскурсисене çÿреççĕ. Эмел курăкĕсем пухаççĕ. “Çут çанталăка упрăр!”, “Асăрханăр, пушар!” листовкăсем хатĕрлерĕç. Шкул картишĕнчи çÿп-çапа тасатсах тăраççĕ. “Çуллахи кунсем” ятлă ÿкерчĕксен конкурсĕ пырать.
Районта 10-12, 13–15 çулсенчи ачасем хушшинче “Сывлăх кунĕ” спорт уявĕ йĕркеленĕ. Пирĕн шкулти лагерьте те çак уяв ăнăçлă иртнĕ. “Чи вăйли” ята М.Михайлова, И.Юркин тивĕçнĕ. “Чи пултарулли” И.Юркин, “Чи çаврăнăçулли” С.Титовапа Т.Походкина, “Чи хăвăртти” – Л.Юркина, “Чи тавçăрулли” В.Куприяновапа Т.Походкина пулнă. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе парнесем панă.
Ачасем вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăка пăхса тăраççĕ.
Çак кунсенче района килнĕ куçса çÿрекен цирка кайса курма ĕмĕтленеççĕ.
Ырă чунлă пулмалли çинчен тата “Мĕн вăл лагерь(“ диспут-калаçусем ирттернĕ.
“Пире лагерь пурнăçĕ питĕ килĕшет. Кунта савăнăçлă, тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр, юрлатпăр та, ташлатпăр та, кино куратпăр. Тутлă апат та çитереççĕ пире,” – тесе хуравларĕç ачасем. Пĕр-пĕринпе курса калаçма, хутшăнма май пурришĕн хавас вĕсем.
Лагерь пурнăçĕ малалла тăсăлать. Ачасене çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Каникул кунĕсене хаваслă ирттермелле, лайăх канмалла пултăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"