АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка сăтăр тăваççĕ (Экология, общество)

21 июля 2009 г.

Пулăçсем кăвак çутăллах Вăта юхан шывĕн хĕррине пуçтарăннă.
Хĕвел майĕпен çÿлтен çÿле çĕкленсе пырать. Вăл хĕртме тытăннăçемĕн юханшыв çыранĕ хĕрринче хăйне евĕр “кĕвĕ” çуралать. Пушанса юлнă пылак шыв савăчĕсем хĕвелпе хĕрсе сарăлса пыраççĕ. Çавна май унта та кунта тирти пек сасă илтĕнсе тăрать, хăп! та хăп! тăвать, çавăнпа савăтне те хăппа теççĕ пирĕн ялта. Ытла та таса мар-çке Вăта юханшывĕн хĕрри.
Пуянкассинчи хăмла пахчи патĕнчи пĕвере вара урăхла сасă кашни кун. Хĕвел тухнăранпах тĕрмешет унта Микула (пĕррелĕхе чăн ятне улăштарнă). Халĕ ак кăнтăрла çитсе пырать пулин те, шит тăршшĕ икĕ улама унăн савăтĕнче. Выçăхнă сăтăрçăсем (Микула вĕсен шутне кĕрет) тетелсем (сетьсем) карса хураççĕ те, рычагсемпе шаплаттарса пысăк пулăсене вĕсем патне хăвалаççĕ. Мăнтарăн кăвак чарланĕсем те шыв çине анса лараймасăр хăшкăлаççĕ вĕсем пирки, тÿпере çуйхашса çаврăнаççĕ. Браконьерсене пула вĕсен те пĕр канăç çук. Çак тискер пулăçсем каплах хăтлансан, кăвак чарлансем те ÿлĕмрен пирĕн тăрăха килме пăрахĕç. Мĕншĕн, йĕркеллĕ çынсем пек, вăлтапа тытмалла мар пулла?! Вĕсене тем тусан та юрать теççĕ-ши?

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика