АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума май парать (Перепись, общество)

17 июля 2009 г.

Халăх йышне шута илесси тахçан авалтанах пынă. Сăмахран, ку ĕç Китайра тăватă пин çул каяллах пулнă. Раççейре халăх йышне шутлама тутар-монголсем тапăнса кĕнĕ тапхăртан пуçланă. ХIV–ХVI ĕмĕрсенче “теремсене” "çуртсене" шутланă, кăтартусене ятарлă кĕнекесене çырса пынă. ХVII ĕмĕрте кашни халăх йышне ревизи тунă. Ку ĕç нумай çула тăсăлнă, çавăнпах пĕтĕмлетĕвĕсем те тĕрĕс мар тухнă. Мĕншĕн тесен перепиç (ревизи) налук тÿлекенсен списокне анчах çутатса панă.
2002 çулта халăх йышне шута илесси Раççейре 10-мĕш хут пулса иртнĕ. Калăпăр, перепиçе пĕр хутчен ирттернипе те çырлахма пулатчĕ мар-и; Çавăн кăтартăвĕсем çумне çуралнисене, килсе кĕнисене хушса, вилнисене, тухса кайнисене кăларса пыр çеç. Перепиçпе перепиç хушшинчи 10 çулта çавăн пек туса пыраççĕ те. Анчах та кун пек чухне кăтартусенче нумай тата пысăк йăнăшсем пулаççĕ иккен.
Перепиç вара тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума май парать. Ăна ирттерни халăх йышне шута илнипе çеç вĕçленмест. Вăл çĕршывра миçе арçын, миçе хĕрарăм пулнине, вĕсен çулне, национальнăçне, кам мĕнле ĕçре ĕçленине, çемьелĕхне, кам мĕнле пĕлÿ илнине палăртать.
Акă, сăмахран, тĕрлĕ халăх чĕлхине вĕрентме учебниксем кăларма республика е область территорийĕнче миçе национальность тата кашнийĕн йышĕ мĕн чухлине шута илмелле, вĕсенче миçе вĕренекен пулнине те палăртмалла. Çак кăтартусене пухса пĕтĕмлетме çав тери хĕн, пысăк чăрмавсем тухса тăраççĕ. Перепиç вара пур ыйтăва та пĕр самантрах, туллин татса парать. Уйрăмлăхĕ те пысăк – вăл пĕтĕмĕшле, пĕрлĕхлĕ программăпа пулса иртет, анкетăн ыйтăвĕсем пуриншĕн те пĕр пек. Вăл уйрăм çыннăн интересĕсене, пурлăх прависене пырса тивмест.
Патшалăх аталанăвĕн программисене перепиç кăтартăвĕсемпе усă курса хатĕрлеççĕ. Вĕсене тĕпе хурса экономика, демографи ыйтăвĕсене те татса параççĕ. Социаллă политикăна юлашкинчен иртнин кăтартăвĕсемпе палăртаççĕ.
Перепиçе 2010 çулхи октябрĕн 14–25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Ыйтусем çине ĕçре те, килте те хуравлама пулать. Кунта вăл е ку çын пропискăра тăни шута илĕнмест. Кунĕсене çавна шута илсе палăртнă: октябрь уйăхĕнче уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, ку вăхăтчен шкул ачисем, студентсем вĕренме тытăнаççĕ. Дачниксене те килтех тытма пулать.
Кĕртнĕ ыйтусем çине кашни çын документ кăтартмасăрах сăмахпа та, çырса та хуравлама пултарать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика