АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕпе иртĕхнипе ытларах пулать (Правопорядок)

17 июля 2009 г.

Саманине кура этем те улшăнса пырать. Çитмен пурнăç çемьесенче харкашусем кăларать, çынсене преступлени çулĕ çине тăратать.
Кăçалхи 6 уйăхра шалти ĕçсен районти пайĕн дознани ушкăнĕ 55 преступленилле ĕçе шута илнĕ, 43-шне суд витĕр кăларнă. Вĕсенче çул çитмен ачасемпе пулса иртнĕ тĕслĕхсем çук. Ытларахăшне РФ Уголовнăй кодексĕн 116 статйин 1 тата 2-мĕш пайĕсемпе явап тыттарнă.
Преступленисен тĕп сăлтавĕсем – çынсем ĕçкĕпе иртĕхни, ашшĕ-амăшĕсем енчен ачисем патне тимлĕх çитменни. Тишкерни йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи çынсем преступлени ытларах тунине çирĕплетет.
Тĕслĕхрен, июнь уйăхĕнче Тăвайĕнче пурăнакан М. эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те хăйĕн А. мăшăрне ним маршăнах хĕнесе пĕтернĕ. Экспертиза тунă хыççăн, А. çинче çапса-тапса пĕтернипе 35 суран пулнине палăртнă. М.ăн çакăн пек тискерле ĕç тăвасси пĕрремĕш хут мар.
Тăвай, Йăнтăрчă, Тушкил, Тăрмăш, Енĕш Нăрваш, Эльпуç ял поселенийĕсен территорийĕсенче преступленисем ытларах пулаççĕ. Çавăнпа та ял поселенийĕсенче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен, халиччен преступлени тунă е тума пултарас сĕмлĕ çынсемпе, ачасемпе профилактика ĕçне вăйлатмалла, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе право, вĕрентÿ ĕçченĕсемпе пĕрле туса пымалла, ашшĕ-амăшĕсене те явăçтармалла.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика