17 июля 2009 г.
Вĕрентĕве çĕнетмелли Комплекслă программăна пурнăçа кĕртсе пынă май районти шкулсен пурлăх бази лайăхлансах пырать. Вĕренÿ пÿлĕмĕсем çĕнелеççĕ, учебниксемпе илемлĕ литература, тĕрлĕ оборудовани илсе килеççĕ.
2008 çулхи сентябрьтен пуçласа 2009 çулхи июнь уйăхĕччен 153 экземпляр илемлĕ литературăпа (60173,50 тенкĕлĕх) тивĕçтернĕ районти шкулсене. “Чăваш Енри чĕр чунсем” справочник те пур вĕсен хушшинче.
Пуçламăш классене паянхи кунпа килĕшÿллĕ, санитари законодательствине пăхăнакан партăсемпе тивĕçтересси малалла пырать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти пĕрремĕш класа каякансем пурте илемлĕ партăсем хушшине ларĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"