17 июля 2009 г.
Чăваш наци радио кăларăмĕсене ирхине ултă сехетрен пуçласа каçхине вуннăчченех итлеме май пуррипе ял çыннисем кăмăллă. Эпĕ хам та пушă вăхăт тупăнсанах радио итлетĕп. Анчах Тăвай район центрĕнче передачăсене пур чухне те çăмăллăнах итлеме çук, мĕншĕн тесен эфир хумĕ çинче “шăв-шавлипе” мĕн калаçнине ăнланма йывăр (FM 105, 0 МГц хумĕ çинче). Хăш-пĕр кунсенче аванах итлеме май килет.
Передачăсен тематики анлă. Чăваш Енĕн пултаруллă, паллă çыннисемпе паллашма уйрăмах кăмăллă. Кашни района уйрăм эфир вăхăчĕ уйăрса парсан наци радиовĕн пĕлтерĕшĕ татах та ÿсĕччĕ. Ял хуçалăх, культура, сывлăх тата ытти отрасльсенче чуна парса тăрăшакан çынсене сăмах парасчĕ. Драма, фольклор, çамрăксен пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарччăр.
Музыка передачисене, концертсене пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Чăваш юрри-кĕввисене итлесе чун çĕкленет. Пахча, сад, хурт-хăмăр ăстисене тăтăшрах калаçтарасчĕ. Халĕ Тăвай тăрăхĕнчи пахчаçăсем те халиччен кăнтăрта çеç ÿснĕ йывăçсене хамăр патăрта лартма пуçларĕç. Дачăсенче дыня, арбуз, виноград çитĕнтерекенсем нумайланчĕç. Микрофон умне сад-пахча ăстисене чĕнесчĕ, вĕсен ырă канашĕсемпе сĕнĕвĕсене итлесчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"