17 июля 2009 г.
Совет Союзĕн Геройĕ, Мучарта çуралса ÿснĕ Петр Харитонович Бухтулов пурăннă пулсан утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Вăрçа вăл Çурçĕр-хĕвеланăç фронтĕнче Старая Русса хули çывăхĕнче пуçланă та çĕнтерĕве Австрире кĕтсе илнĕ. Аманнă, сипленнĕ хыççăн каллех çапăçу хирне кĕнĕ. Çапла хăюллă артиллеристăн вутлă-çулăмлă çулĕ 6 пин ытла çухрăма тăсăлнă. Вĕсен дивизийĕ мĕн чухлĕ тăшмана, çар техникине тĕп туман-ши( Пĕр çапăçура пирĕн ентеш хăй пĕччен нимĕçсен 16 танкне пĕтернĕ. Çакăншăн П.Бухтулова СССР Геройĕн ятне панă. Паттăр салтака Хĕрлĕ Çăлтăр, III степень Мухтав орденĕсемпе, “Хăюлăхшăн”, ытти медальсемпе наградăланă. Вăл Тĕп Главнокомандующин Тавне тивĕçнĕ. 1998 çулта вилнĕ.
Ялти клуба вăл çуралнă кунхи астăвăм каçне ватти-вĕтти пуçтарăнчĕ. Библиотека заведующийĕ Г.Полячихина Мучар ялĕнчен тухнă паттăр çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вăрçă çулĕсем, мирлĕ вăхăтри пурнăçĕ, çемйи çинчен тата ытларах пĕлесшĕн пулчĕç çамрăксем. Нумай ыйту пачĕç Галина Александровнана.
Ялти тĕслĕх вулавăшĕнче П.Бухтулова асăнса кĕтес уçнă. Шкул ачисен тĕпчев ушкăнĕ паттăр çинчен нумай материал пухнă, уйрăм папкăсем, альбомсем хатĕрленĕ.
Юлашкинчен ялти шкулта вĕренекенсем концерт лартса пачĕç. Н.Паранина, Т.Петрушина, А.Немова, М.Баданова, Н.Родина “Вместе весело шагать”, “Пусть всегда будет солнце” юрăсене юрланине, хĕвелтухăç ташшине ташланине тата ытти номерсене хапăлласа йышăнчĕç куракансем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"