АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи почта çыхăнăвĕ (Связь)

14 июля 2009 г.

Июлĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче “Раççей почти” çуллен хăйĕн професси уявне – Раççей почтин кунне паллă тăвать. Канашри почтамт коллективĕ те праçнике çулсерен лайăх кĕтсе илме тăрăшать.
Унăн тытăмне почта çыхăнăвĕн 57 уйрăмĕ тата Канаш хулинчи, Канаш, Комсомольски, Тăвай районĕсенчи халăха тивĕçтерекен икĕ участок кĕрет. Почтамтра пурĕ 464 çын ĕçлет. Хăйсен тÿрĕ кăмăллă ĕçĕпе Канашри почтамтра ĕçлекенсем халăха тата организацисене почта çыхăнăвĕн ку чухнехи чи çĕнĕ услугисемпе тивĕçтереççĕ. Пирĕн професси ĕçĕ çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, информацие çĕнетсе тăма май параççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсем пĕр-пĕринчен инçетре пулни те чăрмав мар. Чăннипе, почта çыхăнăвĕ, унăн тĕрлĕ енлĕ услугисем информаципе тивĕçтерекен ку чухнехи хатĕрсен никĕсне хывнă. Нумай-нумай çыншăн почта паянхи кун та – тÿрĕ кăмăллă та тĕплĕ почтальон, вăхăтра илнĕ çыру е ытти информаци, почта ещĕкĕнчи юратнă хаçат-журнал. Почта çынсемшĕн унчченхи пекех чи ансат та перекетлĕ, шанчăклă çыхăну хатĕрĕ пулса тăрать. Çакăнпа пĕрлех эпир хамăрăн клиентсемпе çывăх пулма, вĕсене кирлĕ услугăсемпе туллин тивĕçтерме, вăхăт ыйтăвĕсене оперативлă шута илме тимлетпĕр, Почтăн пысăк пахалăхлă, тĕрлĕ енлĕ услугисем, информацие кирлĕ çĕре хăвăрт та вăхăтра çитермелли ку чухнехи çĕнĕ мелĕсем халăхпа бизнесшăн илĕртÿллĕ тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ.
Ку чухнехи йывăр экономика условийĕсенче те почта малалла аталанать, хăйĕн професси кадрĕсене тата Раççей почтин йăли-йĕркисене упраса пурăнать, тивĕçтерÿ шайне чакармасăр, малашлă ĕçлет. Унтан та ытла, почта ĕçченĕсем хăйсен умне çĕнĕ задачăсем лартаççĕ, тата хăвăртрах та эффективлăрах ĕçлеме тăрăшаççĕ.
Почтамтăн 57 çыхăну уйрăмĕнчен 53-шне почтăпа касса терминалĕсемпе тивĕçтернĕ, ыттисем валли те компьютер техники туяннă, вĕсене халĕ вырнаçтараççĕ. Почта çыхăнăвĕн 50 уйрăмĕ “Кибер–Почта” "Интернет" услугисемпе тивĕçтерет. Почта çыхăнăвĕн объекчĕсем халăха тивĕçтерекен хăйне евĕрлĕ сервис центрĕсем пулса тăраççĕ. Почта урлă çырусем, посылкăсем, ытти япаласем яма е илме, укçа куçарма, коммуналлă услугăсемшĕн, электроэнергипе газшăн, радиопа телефоншăн укçа тÿлеме, налук хывма, таварсем, ваккăн сутакан хаçатсем туянма, пурлăха, автотранспорта страхлама, “Связь-банка” вкладсем хума, банк кредичĕ илме тата ытти нумай услугăпа усă курма пулать. Çакăнпа пĕрлех почта пенсионерсене пенси тата ытти тÿлевсем çитерсе парать.
Хамăрăн професси праçникĕпе усă курса почтамтра ĕçлекенсене тата почта ĕçĕн ветеранĕсене пурне те тÿрĕ кăмăллă хастар ĕçшĕн тав тăватăп. Почтальонсене вара уйрăм тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем кирек мĕнле çанталăкра та хăйсен пархатарлă ĕçне, тивĕçне тĕплĕ пурнăçлаççĕ – çынсене çĕнĕ хыпарсемпе тата пенсионерсене пенсипе тивĕçтереççĕ. Эсир çынсем патне çитерекен хыпарсем ыррисем кăна пулччăр. Ĕç сире яланах тав, хаваслăх тата ырă кăмăл кÿтĕр.
Пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, ытлă-çитлĕ пурнăç тата телей сунатăп.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика