АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç шавĕ лăпланмасть (Образование)

10 июля 2009 г.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ пулин те, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ĕç шавĕ лăпланмасть, ачасен сассипе янраса тăрать территори. “Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли шкул столовăйне хатĕрлесе çитернĕ. Шалтан сăрласа хăтлăх кĕртнĕ. Савăт-сапа çумалли çĕнĕ ваннăйсем лартнă. Чашăк-тирĕксене те улăштарасшăн. Шкул коридорĕсене сăрланă. Ку ĕç вĕçленмен-ха. Штукатурка тумаллисем пур. Вĕренÿ кабинечĕсене хатĕрлемелле”, – пĕлтерчĕ О.Ярмулин директор.
Вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкул фасадне çĕнетнĕ. Çутăрах краскăсемпе сăрласа илемлетнипе аякранах курăнать, ачасене пĕлÿ çуртне йыхăрать.
Каникул вăхăтĕнче ĕçпе кану тата сывлăха çирĕплетекен лагерьсем ĕçлеççĕ, 55 ача çÿрет вĕсене. Сывлăха çирĕплетекен лагерьте сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем канаççĕ. А.Лазарева, Л.Ванерке, Г.Степанова, Д.Ярмулина, Л.Степанова воспитательсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлтан туса пыраççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика