АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçпа ырату (Экология)

10 июля 2009 г.

Çуллахи кунсем, паллă ĕнтĕ, хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Эпир те паян кунĕпех пахчара тĕрмешрĕмĕр çемьепе. Ĕçĕ нумай. Пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Каçпа вара, пыл хурчĕсем лăплансан, помидорсен çумне патаксем лартса тухрăмăр та хамăр тума ĕлкĕрнĕ ĕçсемпе кăмăллă пулса, хамăра хамăр мухтаса, пÿрте канма кĕтĕмĕр.
Вăхăт 23 сехет енне кайнă. Апла пулин те, алла паян парса хăварнă “Ял ĕçченĕ” хаçата тытса вуласа тухрăм. Тĕрлĕ енлĕ çутатса панă хаçат район пурнăçне: хĕрÿ ĕç вăхăчĕ, культура, кану, спорт, район çыннисен пултарулăхĕ, тавракурăма аталантармалли статьясем, çут çанталăк – вуласа пĕлмелли нумай. Республика шайне тухнă ветерансен хорĕ, Тăрмăшри “Çăлкуç” фольклор ушкăнĕ, “Спортпа туслă çемье” фестивальте район чысне хÿтĕленĕ Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсем çинчен вуласан чунра савăнăç туйăмĕ çуралчĕ, вĕсене район чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕленĕ ятпа тав сăмахĕ калас килчĕ.
Малалла манăн çут çанталăк тусĕсем çинче кăштах чарăнса тăрас килчĕ. Мĕншĕн тесен пĕр пĕчĕк çеç “Тĕрлĕ кĕнчеле” статьяна вуласан хамăн та чун тăвăлса килчĕ. Çурçĕр çитсе пынине пăхмасăрах хам шухăша çырма лартăм. “Иккĕшĕ те райцентрти учрежденисенче ĕçлекен хисеплĕ çынсем, çамрăк йывăçсем хушшине çапла касула кĕртсе яни çырма хĕрринче йывăçсем лартса чĕртекенĕн пархатарлă ĕçĕ çине сурнипе танах пулчĕ маншăн. Çав вăхăтра “хăйсен килĕ хыçĕнче вара çыран паçми патнех ишĕлсе çитнĕ” тенĕ. Вулаççĕ-ши çак çынсем район хаçатне; Час-часах çырса кăтартаççĕ-çке унта районти çут çанталăк тусĕсен ырă ĕçĕсем çинчен. Паянхи номерте те “Тавралăхшăн тăрăшнăшăн” статьяра Йăнтăрчăри ял поселенийĕнчи ырă ятлă, пархатарлă çынсем çинчен çырса кăтартнă. Сахал мар ун пек хастар çынсем çĕр çинче.
Çак “хисеплĕ çынсем” асăрхаççĕ-ши тата çут çанталăк илемне, киленме пĕлеççĕ-ши çав илемпе; Ман шутпа, çут çанталăк, тавралăх илемне курма, асăрхама чун таса пулмалла, çынсен ырă ĕçĕсене хисеплеме пĕлмелле, хăйсен те ырă, пархатарлă ĕçсем тума тăрăшмалла.
Акă, Вăтаяль çывăхĕнчи посадкăна илер. Кунта шкул ачисем йывăç-тĕм лартма та, чĕрĕлмен йывăçсене тÿрлетме те çÿренĕ. Йывăçĕсем чĕрĕлчĕç те, автобуспа иртсе çÿренĕ чух кăмăла çĕклеççĕ. Анчах та миçемĕш хут ĕнтĕ çуркунне кивĕ курăка чĕрте-чĕрте ярса йывăçсене те çунтараççĕ пăхса тăманнипе, тимсĕрлĕхе пула. Чун ыратать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика