АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай шкулĕн кадечĕсем – чи вăйлисем (Образование)

10 июля 2009 г.

 Муркаш районĕнче çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен çамрăк армеецсен 41-мĕш финал вăййисем иртрĕç. Тăвай Ен чысне районти “Зарницăпа” “Орленок” вăййисен çĕнтерÿçисем – Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн икĕ команди – хÿтĕлерĕç.
Çамрăк армеецсен ăмăртăвĕсем ачасене патриотла воспитани памалли чăн-чăн çар шкулĕсем пулса тăчĕç тесен те йăнăш мар. Хутшăнакансен йышĕ те ÿссе пырать. Кăçал вĕсенче 63 ушкăн (700 çын ытла) пулчĕ.
Пилĕк куна пынă кĕрешÿ сакăр блокран тăчĕ: творчествăпа теори ыйтăвĕсем, çарпа спорт вăййисем, “Хăрушсăрлăх шкулĕ”, “Эпир – Раççей гражданинĕсем”, çар условийĕсенчи пурнăç йĕрки тата ытти тупăшусем. Ăмăртăва хутшăнакансем “Эпĕ – Раççей гражданинĕ”, “Чăваш Ен – тăван ен” тата ытти темăпа тест ыйтăвĕсене компьютерпа хуравласа пĕлĕве тĕрĕслерĕç. Вăйăсене çĕнĕ конкурссем те кĕртнĕ: алăпа кĕрешесси, шывра ишесси, чăрмавсем витĕр тухасси, радист ĕçне пĕлесси. Пилĕк кун хушшинче пирĕн район пухмачне 5 кубок пухăнчĕ. Акă, çул-йĕр правилисене пĕлессипе Тăвай “зарничникĕсем” чи вăйлисем пулчĕç. Кадетсем нумай енĕпе ытти командăсене тĕлĕнтерчĕç. Нумай енлĕ кĕрешÿре, пăшалтан перессипе, стройпа утассипе, туртăнассипе, ÿт-пĕве çĕклессипе малта пычĕç.
Конкурссемпе ăмăртусен итогĕсем тăрăх кадетсен ушкăнĕнче Тăвай шкулĕн команди 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак шкулти “зарничниксем” республикăра тăваттăмĕш вырăн çĕнсе илни те пысăк çитĕнÿ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ С.Гапликов Тăвай шкулĕнчи кадетсемпе тĕл пулчĕ. Вĕсене хăйсене чăн-чăн салтаксем пек тытнăшăн ырларĕ. Ăсталăхĕпе çаврăнăçулăхне пысăка хурса хакларĕ. “Кун пек тутлă чашлама халиччен çисе курманччĕ”, – терĕ пирĕн хирти кухня ĕçĕпе паллашнă вăхăтра çамрăк поварсем пĕçернĕ апата астивнĕ май.
Тепĕр ырă хыпар та пулчĕ тăвайсемшĕн. Çамрăк армеецсен юхăмне аталантарма активлă хутшăннăшăн тата пулас ăрăва çарпа патриотла воспитани парас енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тăвайри вăтам шкулти А.Пимулин учителе “Раççей патриочĕ” ятарлă значокпа наградăларĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика