10 июля 2009 г.
“Çамрăк çемье” социаллă видеороликсен тата çамрăк çемьесен клубĕсен республикăри конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Хăйне евĕрлĕ тупăшу нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пычĕ. Унăн тĕллевĕ – çемьери ырă хутшăнусене сарасси, çамрăк çемьен обществăри вырăнне çирĕплетесси. Тăвай Енрен унта Тушкил ял поселенийĕнчи, “Çамрăк çемье–2009” районти конкурс çĕнтерÿçисем Александровсем хутшăнчĕç.
Тĕп хулари оперăпа балет театрĕнче республикăри çамрăк çемьесен фестивалĕнче 30 ытла мăшăр пулчĕ. Пултаруллă çемьесене ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата юстици министрĕсем Г.Черновапа В.Петров саламларĕç.
Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: “Чи лайăх çемье клубĕ”, “Чи лайăх туй историйĕ”, “Чи лайăх видеоролик”.
Сăхăтпуçĕнчи Александровсене конкурс финалĕнче “Чи лайăх туй историйĕ” номинацире 1-мĕш вырăнпа палăртрĕç. SMS-сасăлавра та çак çемье сахал мар сасă пухрĕ.
Видеороликре ашшĕпе амăшĕ, Сергейпа Наталия, 3 çулхи Гоша ывăлне çемье историне каласа параççĕ: хăйсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, мĕнле паллашни, туслăхĕ, туйĕ çинчен... 2005 çулта çамрăксем пĕр йăва çавăрнă. Çемье пуçĕ предприниматель. Ачаранпах спортпа туслă, уйрăмах волейбол вăййине кăмăллать.
Мăшăрĕ – ялти тĕслĕх библиотекин заведующийĕ. Кăçал ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулчĕ. Çавăн пекех ăна кăçал районти çамрăксен правительствин председателĕ пулма шаннă. Çыхма, тĕрлеме ăста.
Виççĕри ывăлĕ ÿкерме юратать. Пĕчĕк пулин те, автомобиль маркисене чылайăшне уйăрать.
Александровсен çемйинче татулăхпа килĕшÿлĕх хуçаланать.
ЧР юстици министрĕ В.Петров “Чи лайăх туй историйĕ” номинацире çĕнтернĕ Александровсене диплом тата кубок парса чысларĕ. Çавăн пекех вĕсене райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пай начальникĕ В.Шакров тата тĕп специалисчĕ Н.Чайкина саламларĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"