АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль пачĕç (Общество)

10 июля 2009 г.

Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне утă (июль) уйăхĕн саккăрмĕшĕнче иккĕмĕш çул уявларĕç. Ăна этемлĕхĕн ĕмĕрхи паха енĕсен нихăçан улшăнми пĕлтерĕшне, ăрусен пĕрлĕхне, историпе хальхи вăхăтăн уйрăлми çыхăнăвне палăртма йĕркеленĕ. Чĕрере юратупа шанчăклăх пулсан, пурнăç тата илемлĕрех, çутăрах пулать. Петĕрпе Феврония çветтуйсен шăпи те çакна çирĕплетет.
Пирĕн районта та паллă турĕç асăннă уява. Район администрацийĕн пĕчĕк залне çемье çирĕплĕхне, туслăхне, телейне тупма пултаракансем пухăнчĕç.
Малтанах район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Шакров тухса калаçрĕ. Вăл асăннă уяв çемье институтне лайăхлатма, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассине ытларах тимлĕх уйăрма, демографи лару-тăрăвне аванлатма, пĕр-пĕрне нумай çул хушши юратса, ăнланса пурăнакан мăшăрсен йышне ÿстерме пулăшасси пирки каларĕ.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче чи лайăх çемьесене медаль памалла тунă иккен. “Ăна тивĕçлĕ пулас тесен 25 çултан кая мар пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнмалла. Йĕркеллĕ кил-хуçалăх çавăрма пултарнине шута илеççĕ тата чун панă ачасене çĕршывăмăра юрăхлă çынсем пулма вĕрентсе ÿстермелле. Уяв символĕ – шурă чечек. Тепĕр çĕрте ăна анчăк курăкĕ е салтак тÿми теççĕ. Асăннă чечек çыххисем уяв сĕтелне те илем кÿчĕç çав кун, вĕсенчен куç илмерĕç пухăннисем. Шăпах медалĕн пĕр енне шурă чечек ÿкернĕ, июлĕн саккăрмăшĕ – Раççейри çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ, тесе çырнă, тепĕр енче – Петĕрпе Феврони çветтуйсен сăнĕсем. Медаль пысăк мар.
Ăна кăçал Чăваш Республикинчи 30 çемье тивĕçлĕ пулнă. Пирĕн районта асăннă медале Тĕмер ялĕнче пурăнакан Николай Петровичпа Нина Павловна Афанасьевсене пачĕç. Çемье пуçĕ “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă обществăра токарьте вăй хурать, унăн мăшăрĕ Тăвайри тĕп больницăра медсестрара ĕçлет. Ачисем те хăйсем пекех маттур вĕсен. Асли, Петр, Мурманск хулинче шыв ай кимми çинче 1994 çултанпа службăра тăрать. Петĕр, Афанасьевсен иккĕмĕш ывăлĕ, çемьеленнĕ, Канашра пурăнать, арăмĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕнни, Оля, Мускаври çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче виççĕмĕш курс пĕтернĕ. Вăл ашшĕпе амăшне Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕпе, медаль илнĕ ятпа саламларĕ, чечек çыххи парнелерĕ, вăрăм малашлăх сунчĕ.
Çавăн пекех халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ. районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова, ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи З.Гаврилова, Тĕмер ял поселенийĕн тĕп специалисчĕ С.Ярхунова, Тăвайри больницăн тĕп врачĕн çумĕ Н.Бурдасова тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Пухăннисене уяв, Афанасьевсене медаль илнĕ ятпа саламларĕç, харпăр хăй ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç.
Тăвайри музыка шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Петрова тĕрлĕ юрăсем шăрантарса савăнтарчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика