АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăçсем тата шывсăр пĕвесем (Экология)

30 июня 2009 г.

Йывăçсем тата шывсăр пĕвесем (Экология)
Малтанах лайăххи çинчен. Ĕç тусан, ĕç пулнă пирки. Тĕслĕхĕ аякра та мар – Вăрманхĕрринче пурăнакан Василий Алексеевич Архипов ĕç ветеранĕ пуçарнипе хăйсен ялĕ çумĕнче, хĕвел анăç енче, Туйсар çырми енче, ял çыннисем йывăçсем чылай лартса хăварнă. Çине тăрсан, малашне ку вырăн хăйне евĕр раща, канмалли вырăн пулса тăрасса шанма пулать.
Çав вăхăтрах миçемĕш çул ĕнтĕ асăннă ял çырминчи пĕвере шыв унчченхи пек талккăшпе çуталса выртаймасть, çырансене вĕт-вĕт хумсем хăвалаймасть. Тулличчĕ пĕве тахçан, халĕ апла мар. Сăлтавĕ – пĕве пуçĕнчи шахта шыв тытманни. Хăçан та пулса ăна çĕнетсе тăвакан е юсаса йĕркелекен тупăнĕ-ши; Пĕвене шыв тулса, таврана унчченхи пек ырлăх та чĕрĕлĕх кÿмелле пулĕ-ши;
Вăрманхĕрри ялĕн çырми Тăвайне çитиех тăсăлать. Унччен “Красное Сормово” колхозăн сад пахчи пулнă çĕрте, дачăсем патне çитиччен, тепĕр пĕве те таврана нÿрĕлĕх парса тăнă. Шыва кĕме тата пулла та çÿренĕ кунта çынсем. Анчах чылай çул каялла пĕвене çурса кайнă хыççăн кунта та тепĕр хут шыв тулаймарĕ. Пăрăх хывса пĕвелесен те шыв пухăнмалла пек. Специалистсем, тен, урăхла вариант е проект та сĕнĕç. Шел, пуçăнакан çук. Тен, асăннă пĕвесене тасатса, шыв тăмалла туса йĕркелесе яма спонсорсем тупăнĕç;
П.ПЕТРОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика