30 июня 2009 г.
Спортпа туслă çемье (Общество)
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн призĕшĕн ирттернĕ “Спортпа туслă çемье” фестивальте район чысне Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсем хÿтĕлерĕç. Çемье пуçĕ Сергей Павлович – ялти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ, мăшăрĕ Эльвира Николаевна – чăваш чĕлхипе литература учителĕ. Ывăлĕ, Даниил 8 çулта, кăçал 2-мĕш класс пĕтернĕ.
–Ăмăртусем Шупашкарти “Олимп” стадионта иртрĕç. Спорт программи 4 енлĕ кĕрешÿрен тăчĕ: чупассипе, самокатпа ярăнса эстафетăсем, дартс, туртăнса тата тĕрĕнсе алă вăйне тĕрĕслесси, – каласа парать Сергей Павлович. –Эпир уйрăм тупăшусенче призлă вырăнсене йышăнаймарăмăр пулсан та, пур енĕпе те малти 10-мĕш вырăна кĕме пултартăмăр. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх çемье республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
26 çемье команди хушшинче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарни – пысăк çитĕнÿ. Саламлатпăр район чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ ятпа. Палăртма кăмăллă, Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсен çемйи спортпа кăна мар, юрă-ташăпа та туслă. Тĕрлĕ смотр-конкурссенче, фестивальсенче, концертсенче активлăх кăтартать.
Р.ШУМОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"