30 июня 2009 г.
Ветерансен хальлĕхе пĕр çухату (Спорт)
Тăвай районĕпе Канаш хулин ветеранĕсенчен йĕркеленĕ футбол команди республика чемпионатне ăнăçлă хутшăнать. Пилĕк тĕл пулуран тăваттăшне тăвайсем выляса илнĕ, çав вăхăтрах чылайăшне пысăк шутсемпе: Шупашкарти “Динамăран” 4:2, “Ровесникрен” 9:2, Патăрьелĕнчи “Темпран” 3:1 шутсемпе. Вĕсем Ишлейри “Звездаран” кăна 1:2 шутпа çухату тÿснĕ. Пĕрремĕш çаврăмри юлашки тур умĕн пирĕн футболистсем лидерсен йышĕнче. Юлашки турта (июлĕн 4-мĕшĕ) тăвайсем Шупашкарти “Нектара” йышăнаççĕ.
Пĕрремĕш çаврăмра пирĕн футболистсем вăйăсенчен ытларахăшне (5) хамăр площадкăра ирттереççĕ пулсан, 2-мĕш çаврăмра ытларах хăнара вылямалла пулать.
В.КУЗНЕЦОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"