30 июня 2009 г.
Ултă уйăхри кăтартусем (Общество)
Çур çул мĕнле иртнине те сисмерĕмĕр. Пирĕн районта çак тапхăрта пурĕ 82 ача çуралнă (2008 ç. –91). Кăçал хĕр ачасем ытларах çутă тĕнчене килнĕ (44). Пĕрремĕш ача 34 çемьере çуралнă, иккĕмĕш пепке тепĕр 36-шĕнче хушăннă. Вунпĕр кил-йышра ку енĕпе ашшĕпе амăшĕ виççĕмĕш хут савăннă. Пĕринче вара тăваттăмĕш е ытларах хут çĕнĕ “кайăк” вĕçсе килнĕ.
Çын вилесси нумайланса пыни шухăшлаттарать. 152 çын (141) çутă тĕнчепе сывпуллашнă, 79 арçын тата 73 хĕрарăм. Арçынсем çамрăклах ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупаççĕ. Вĕсен сывлăхне упрасси пирки ытларах шухăшламалла çавăнпа. Эрех ĕçме, пирус туртма пăрахсан аван, руль умне ÿсĕрле лармалла мар. Пурнăç çыннăн пĕрре кăна пулнине яланах асра тытмалла.
Вăтăр сакăр туй кĕрленĕ паянхи куна, иртнĕ çул çак тапхăрта 35 пулнă. Çемьесем арканасси çав шайрах пулни те ыйту кăларса тăратать. 19 мăшăр (21) хăйсем пĕрле пурăннине пăрахăçлаттарнă кăçал.
З.ГАВРИЛОВА, ЗАГС ертÿçи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"