30 июня 2009 г.
Ветерансен хорне пысăк хак панă (Культура)
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарнине халалласа Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн “Çĕнтерÿ салючĕ” фестиваль шучĕпе республикăра тĕрлĕ конкурссемпе куравсем, ытти мероприятисем иртеççĕ. Акă, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Канашра “Çак çурхи куна манас çук” ятпа ветерансен юрă-кĕвĕ пултарулăхĕн зонăри фестивалĕ пулчĕ. Жюри членĕсем районти ветерансен хорĕн ăсталăхне пысăка хурса хакланă, номерсене Республика кунне халалланă çак фестивалĕн гала-концертне кĕртнĕ. Пирĕн аслă ăру артисчĕсене уявра мĕнле йышăнни тата ветерансен хорĕ пирки кĕскен каласа пама Р.П.Марковаран ыйтрăмăр. Римма Павловна коллектива пилĕк çул ăнăçлă ертсе пырать.
–Ветерансен хорĕ 25 çынран тăрать. Ăна йĕркеленĕренпе, 2004 çултанпа, вăл йышлăланчĕ. Пултарулăх та ÿссе пырать. Хорта 55-83 çултисем юрлаççĕ. Республика кунне хутшăнма тивĕç пулни – пирĕншĕн пысăк чыс. Фестивалĕн гала-концертне 9 районпа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш хулисенчен 18 пултарулăх ушкăнĕ – мĕн пурĕ 500 çынна яхăн хутшăнчĕ. Тĕп хуларан лауреатсем пулса, чун-чĕререн савăнса, тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Пире II степеньлĕ Дипломпа чыслани те хавхалантарать,– каласа пачĕ вăл.
Р.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"