АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача правине тавăрса панă (Правопорядок)

26 июня 2009 г.

Ача правине тавăрса панă (Правопорядок)
“Чувашавтотранс” патшалăх учрежденийĕн Канашри филиалĕн контролерĕ Р.Петрова Çĕнçырма ялĕнче пурăнакан И.Воронцова хĕрачин çул çинче тÿлевсĕр çÿремелли справкине тĕрĕс мар тытса илни пирки пĕлтернине тĕрĕсленĕ нумаях пулмасть районти прокуратура. Кăçал ака уйăхĕнче, Тăвайри автостанци территорийĕнче Р.Петрова контролер М.Воронцова вĕренекен килне таврăнма автобус çине ларнă чухне, Тăвайри шкулта вĕреннине çирĕплетекен справкине илнĕ. Ăна ача тÿлевсĕр çÿремелли билетпа пĕрле кăтартнă пулнă. Справка çинчи сăн ÿкерчĕк компьютерпа кăна туни пулнине сăлтавланă çакна контролер. Иккĕмĕш класра вĕренекен ачан справка аллинче çуккипе кунсерен билет укçалла илме тивнĕ.
Прокуратура справка суя документ пулнине тупса палăртман. Сăн ÿкерчĕке Тăвайри вăтам шкулăн герблă пичечĕпе çирĕплетнĕ пулнă. Асăннă документа Канашри пассажирсене турттаракан предприяти И.Воронцована тавăрса панă. Районти прокуратура Канашри ПАТПна представлени тăратнă хыççăн Р.Петрова контролера асăрхаттарнă.
В.НИКОЛАЕВ, район прокурорĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика