26 июня 2009 г.
Çар службине ăсатнă (Общество)
Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Ишпуçĕнчи виçĕ çамрăк çар службине тухса кайрĕ. Вĕсем – Владимир Николаевич Башмаков, Евгений Геннадьевич Федоров тата Николай Владимирович Волков. Çавна май ялти культура çуртĕнче ăсату каçĕсем иртнĕ. Çамрăксене Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ Владимир Сергеевич Самсонов, художество руководителĕ Мария Петровна Петрова саламланă, хастар пулма, çирĕпленме, службăна лайăх татса таврăнма ăнăçусем суннă. Ялти çамрăк хĕрсем вĕсене юрăсем парнеленĕ.
В.СЕРГЕЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"