АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ (Общество)

26 июня 2009 г.

Хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ (Общество)
Вячеслав Николаевичпа Римма Филипповна Сорокинсем Тăвай ялĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ: пĕри – “Россельхозцентрăн” Тăвайри филиалĕн тĕп специалистĕнче, тепри – “Тăвайри сĕт-çу завочĕ” уçă акционерлă обществăн бухгалтер-кассирĕнче. Чăннипе вара хăйсем Амалăх ялĕпе Вăтаялĕнчен. Вĕсем мăшăрланса пĕр çемье тĕвĕленĕренпе кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет. Çак хушăра ачисем те ÿссе çитĕннĕ. Вĕсем Сорокинсен иккĕ: хĕрпе ывăл. Хĕрĕ, Мария, Тăвай шкулне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе, пилĕк çул каялла Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Орелти юридика институтне вĕренме кĕнĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать, юридика пĕлĕвĕсене тăрăшсах алла илнĕ хушăра, пилĕк çул хыçа юлнă та. Кăçал Мария Вячеславна асăннă института хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, право сыхлав ĕçĕнчи пысăк пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă.
Институтра вĕреннĕ çулсенче хĕр Краснодар каччипе Иван Ситниковпа паллашнă, вăл асăннă хуларах Аслă çар училищинче вĕреннĕ, ăна ăнăçлă пĕтерсе Мускав хулинче службăра тăма тытăннă. Çамрăксем пĕр-пĕрне юратса пĕрлешсе çемье чăмăртанă.
Сорокинсен иккĕмĕш ачи Алеша та Тăвайри вăтам шкула “пиллĕк” паллăсемпе пĕтерсе Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетне вĕренме кĕнĕ.
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика