АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кал-кал пулса пытăр тесе (Строительство)

26 июня 2009 г.

Кал-кал пулса пытăр тесе (Строительство)
Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав туса çĕнетесси малалла пырать. 24–мĕш номерлĕ çурта, тĕслĕхрен, юсаса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ Ленин проспектĕнчи 24-мĕш тата Строительнăй урамри 3-мĕш номерлĕ çуртсем юсав хыççăн хута кайĕç. Ытти тепĕр икĕ çурта та пикенсех юсаççĕ халь. Анчах эпĕ хальхинче юсав пынă вăхăтра умма тухса тăнă хăш-пĕр проблемăсем çинче чарăнса тăрасшăн. Пирĕн район центрĕнче çак капиталлă юсав программи шучĕпе вăтăра яхăн çурта юсама пулать. Ыттисем вара ку программăна кĕреймеççĕ, вĕсене хамăр шутпа кăна юсаса йĕркелеме пултарăпăр. Çавăнпа капиталлă юсав тунă чухне эпир юсакан çуртсенчи юрăхлă кивĕ шиферсене, çĕнĕрен усă курма май килекен хăмасемпе бруссене пăрахмастпăр. Асăннă материалсемпе тĕп юсава кĕмен çуртсен тăррисене юсаса тÿрлетме тăрăшатпăр. Çавăнпа та ку материалсем усăсăр пĕтмеççĕ. Пустуй татса вутта яни мар ĕнтĕ, ĕçе кĕрет. Стенасем витĕр отоплени е шыв пăрăхĕсем хывнă чухне, паллă ĕнтĕ, çав стенасене шăтарма тивет. Строительсем васканипе çав шăтăксене çийĕнчех питĕрме ĕлкĕреймен-ха, анчах питĕрĕç. Çапах та вăл шăтăксене капиталлă юсав пыракан çуртсенче пурăнакансем хăйсем питĕрсен тĕплĕрех те илемлĕрех пулмĕ-ши( – шухăшласа пăхăр. Смета тăрăх, юсав тăвакан çуртсенче шыв пăрăхĕсен стоякĕсене "отопленисĕр пуçне" çеç улăштарма пăхнă. Хваттерсенчи шыв системине вара кам вĕсенче пурăнать, çавсен улăштармалла. Эсир вĕсене халĕ капиталлă юсав тăвакан слесарьсенех тутарса хăварма пултаратăр. Вĕсем килĕшмесен пирĕн “Мастер” управляющи компанипе килĕшÿ туса хамăрăн слесарьсене тутарма пулать. Паллах, укçасăр мар ĕнтĕ. Управляющи компанийĕ ку ĕçсене хăй шучĕпе уншăн каярах тÿлемелле те туса пама пултарать. Хăвăрăн ирĕк. Паллах, малтан договор туса хатĕрлеме тивĕ.
Çакна та тепĕр хут ăнлантарса, аса илтерсе хăварас килет. Çуртсене капиталлă юсав тунă чухне 5 процентне халăхăн – унта пурăнакансен тÿлемелле. Çав укçа смета çине кĕрет. Ку вăл эпир шутласа кăларнă япала мар. Çавăнпа та ăна вăраха хăварса пымасăр тÿлесе татмалла. Кайран “строительсем çавна тумарĕç, кăна тумасăр хăварчĕç” тесе çÿремелле ан пултăр. Асăннă 5 процента республикăри пур районта та тÿлеççĕ. Нумайăшĕ тÿленĕ ĕнтĕ ку суммăна, ыттисен те хăвăртрах татăласчĕ. Çитес çул та федераллă программăна кĕрсе тата ытларах çурта юсаса юласчĕ. Кăçал мĕнле ĕçлесе, тÿлемелли суммăсемпе татăлса пынине района Мускавран, Шупашкартан килекен тĕрĕслевсем хак парĕç.
П.АЛЕКСЕЕВ, Тăвайри “Мастер” управляющи компанийĕн директорĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика