22 мая 2009 г.
Ултавçăсенчен сыхланăр (Правопорядок, общество)
Ултавăн алли вăрăм çав, таçта та тăсать. Акă хальхи пурнăçра пысăк сумка йăтнă çамрăксем организацисемпе учрежденисем тăрăх е килĕрен çÿреççĕ. Кам ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ хаклă кĕнекесем, энциклопедисем, кам ÿте çемçетмелли, çамрăклатмалли кремсем, ырă шăршăллă шывсем сутать. Халĕ темле йывăр чиртен те “сывалма пулăшакан” медицина приборĕсем сутса çÿрекенсене тĕл пулма пулать. Суя приборсем çеç, анчах епле хаклă( Сутаканăн укçа туса пултăр, вĕсем туянакана тÿлекен суммăн пĕр пайне кайран медицина страхованийĕн компанийĕ каялла тавăрса парать тесе улталаççĕ-ха. Çынсем, уйрăмах пенсионерсем, сывалас тесе, çав суя приборсене туянаççĕ, кайран медстраховани компанийĕнчен тăкакланă суммăн пĕр пайне тавăрса пама ыйтаççĕ. Медстраховани компанийĕ нимĕнле укçа та тавăрса памасть, вăл никам умĕнче те унашкал обязательство йышăнман.
Çавăнпа та “Чувашия–Мед” страхлакан компани граждансене килрен сутса çÿрекен палламан-пĕлмен çынсемпе асăрхануллă пулма ыйтать.
Пирĕн компанин тÿрремĕн çыхăну пур, вăл: 66–22–26. Врач-эксперт Сире медицина пулăшăвĕ парас, эмелсемпе тивĕçтерес кирек мĕнле ыйту çине те хурав пама пултарать.
В.НИКОЛАЕВ, район прокурорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"