АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенеяльсем тăрăшсах вĕçлесшĕн (Сельское хозяйство, экономика)

22 мая 2009 г.

Тенеяльсем тăрăшсах вĕçлесшĕн (Сельское хозяйство, экономика)
Тырă – хуçалăх тĕрекĕ. Кашни çуркуннех уйсен пысăк пайĕ сип-симĕс калчапа хупланать. Унра ыранхи пурнăçăн хăвачĕ ешерет. Тенеяльсем çуллен тырă-пулă аван туса илеççĕ. Кăçал та çавăншăн вăй хураççĕ. Тăватăмкун пултăмăр “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче, çумăрсем хыççăн пикенсех тырă акатчĕç тенеяльсем. “Паян урпана пĕтересшĕн-ха. Ыран вара çурхи тулă акма тытăнăпăр”, – терĕç хуçалăх йĕтемĕнче вăрлăх имçамлакансем. Биологиллĕ препаратпа – планризпа сиенсĕрлетеççĕ вăрлăха. Кунта пиллĕкĕн ĕçлеççĕ: упăшкипе арăмĕ – Ираидăпа Евгений Ермолаевсем, Лариса Зарубина, Надежда Арсентьева тата Альбина Арсентьева. Хăйсемех имçамланă вăрлăха михĕсене тултарса акакан агрегат патне тиесе ăсатаççĕ. Александр Егоров тракторист Т-25 шассипе туххăмрах çитерет вăрлăха агрегат патне, унтан, пушатать те, склада каялла таврăнать. Çапла яра кун рейс хыççăн рейс тăвать уя. Светлана Гурьева завсклад вĕсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. “Кун пек кал-кал ĕçленипе тырă туса илме пулать”, – тет вăл хастар ĕçшĕн савăнса. Кооператив ертÿçи Ю.Александров та килĕшет унпа. Пирĕн калаçу машинăпа трактор паркĕнче столовăйран инçех мар пынăран, унтан ашпа пĕçернĕ апатăн ырă шăрши кÿ-ÿ килет. “Акара ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитеретпĕр”, – пирĕн шухăша сиснĕн сăмах хушрĕ Юрий Демьянович.
Ял çумĕпе пырса унччен колхоз пĕве пуçне лартнă хурăнсем патĕнчен пăрăнса акнă çĕре те çитрĕмĕр. Агрегатпа кам ĕçленине малтанах пĕлсе тăтăмăр – Валерий Сергеевич Андреев. “Вăл пирĕн чи лайăх трактористсенчен пĕри колхозра”, – тенĕччĕ ун пирки, сăмахран, С.Гурьева завсклад. Вăл хăй те çак ĕçре нумайранпа тăрăшаканскер, вĕсене лайăх пĕлсе-курса тăрать.
Урпа акакан уй ял вĕçĕпе тĕлме-тĕл пуçланса “Шимкусский” хуçалăх çĕрĕпе чикĕленекен çĕрех çитет. Пĕрре вăрлăх тултарсан, иккĕ çаврăнса килет унпа агрегат. Акнă çĕрте В.Андреев трактористсăр пуçне унăн ывăлĕ Андрей тата Александр Кузьминпа Василий Васильев сеяльщиксем вăй хураççĕ. Вĕсенченех уя культиваци туса çĕр хатĕрлес умĕн “Сельхозхими” механизаторĕсем разбрасывательсемпе минераллă удобрени сапнине те пĕлтĕмĕр. Кивĕ удобрени пулнăран, малтан ăна колхозниксем ватса хатĕрленĕ. Олег Львович Анисимов каланă тăрăх, çак ĕçе хăйсĕр пуçне Нина Петрова, Валентина Ильина, Валентина Ананьева, Светлана Григорьева, Валентина Селиванова, Светлана Кузьмина тата Светлана Ильина хутшăннă. Кусем – васкавлă пулăшу служби пек. Паян пĕр ĕçе тăваççĕ, ыран – теприне. Ытларикун акă вĕсем путвалтан чĕкĕнтĕр кăларса фермăна ĕнесем патне ăсатнă.
Çапах та акаçăсем патнех таврăнар-ха. Урпана вĕçлесе çурхи тулă пулмалли уя хăвăртрах куçас ĕмĕтпе тăрăшаççĕ-çке-ха вĕсем. Агрегат пĕр тăрăхпах 5,4 метр сарлакăш акса пырать, МТЗ-82 тракторĕ те, сеялки те икĕ-виçĕ çул каялла туяннисем, техника тĕлĕшĕнчен чăрмавсăр ĕçлеççĕ. Çурхи тулă пулмалли уйра вара виçĕ агрегат йывăр культиваторсемпе çĕр хатĕрлени çинчен каларĕç. Хамăр унта кайса çÿремерĕмĕр, анчах агрегатсемпе Сергей Сергеев, Виктор Ильин тата Владимир Ермолаев çĕр кăпкалатнине пĕлтĕмĕр. Пурнăç йывăрлăхне пула тенеяльсем иртнĕ кĕркунне çĕртме сухи туса хăварайман тесен те юрать.
Ку вăхăт тĕлне ял хуçалăх кооперативĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенчен чылайăшĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акса пĕтернĕ. Çĕрулми лартнисем те пур. Тенеяльсем те çурхи ака-суха ĕçĕсене питĕ вăраха тăсасшăн мар. Анчах хальлĕхе ĕçĕ çителĕклĕ-ха. Тырăсене вĕçлесен, пĕр çул ÿсекен курăксене, çĕрулмипе хĕрлĕ чĕкĕнтĕре вырăн парасшăн. Иртнĕ çулхи пекех, соя та акма шухăшлаççĕ, выльăхсемшĕн лайăх, теççĕ. Урпа умĕн сенажлăх тесе тырăсен хутăшĕ те акнă. Вăл чăл-чăл шăтма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ.
Тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть, паллах. Çакна кунти çĕр ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа халĕ уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатса пыма тимлеççĕ. Кĕçнерникун ферма ĕнисене те çарана кăларасшăнччĕ. Машина-трактор паркĕнче вара курăксене çулса выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăна юсама тытăнас пирки шухăшлатчĕç.
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика