АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл пĕр ĕмĕр пурăнать (Общество)

15 мая 2009 г.

Вăл пĕр ĕмĕр пурăнать (Общество)
“Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар”, – тенĕ ваттисем. Çапла, темĕн те курма пулать пурнăç çулĕпе малтан малалла кайнă чухне. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, хуйха-суйха хыçа хăварса пурăннă май тивĕçлĕ канăва тухатăн, пĕр вунă çулĕ хыççăн тепри иртет майĕпен. Çĕр çулхи юбилее те паллă тума вăхăт çитет вара. Çакнашкал пысăк телейлисем пирĕн районта та пур. Лачкассинче пурăнать вăл, Фекла Степановна Степанова тесе хисеплеççĕ ăна.
1909 çулхи çу (май) уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче, нумай ачаллă çемьере çутă тĕнчене килнĕ Хĕветле аппа. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Хут пĕлменнисен шкулĕнче вĕренме пуçласан ашшĕ икĕ хĕрне, Феклăпа Екатеринăна, Мускаври ачасен çуртне яма килĕшнĕ. Выçлăхран хăтарас тĕллевпе ялтан 12 ача илсе кайнă çав вăхăтра çĕршывăн тĕп хулине. 8–9 уйăх пурăнсан каялла таврăннă вĕсем. Ача çуртĕнче вĕреннĕ юрăсене халĕ те юрлать Хĕветле аппа.
–Пире выçă вилесрен упраса хăварнă Ленина пуç таятăп, – шухăшне пĕлтерет пĕр ĕмĕр пурăнакан кинемей.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Фекла Степановнан мăшăрĕ те нимĕçсемпе çапăçма тухса кайнă. Пĕр ачапа юлать хĕрарăм, упăшки каялла таврăнайман. Пепкине пĕчченех çитĕнтерет Ф.Степанова. Лачкасси каччипе мăшăрлансан хĕр ачи Красноярск крайне тухса каять. Халĕ те çавăнта пурăнаççĕ.
“Ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшрăм, вăрман каснă, çул тунă, пĕр йывăр ĕçрен те пăрăнман. Нуши-асапне чылай тÿсрĕм. Тавах, Турра, 100 çула çитичченех пурăнтарнăшăн”, – тет куçĕсене шăлса Хĕветле аппа.
Ялти магазина хăйех кайса килет-ха вăл. Куçĕсем кураслăхĕпе хăлхисен илтеслĕхĕ начарланнă пулин те, малашлăха шанать. Фекла Степановнан йăмăкĕ Кĕтерук аппа пурăнать тата Лачкассинчи Ленин урамĕнче, вăл тăххăрмĕш теçеткене ваклать. Тăрмăш ял поселенийĕнче ĕçлекенсем ватăсен пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ.
Эпир хаклă тăванăмăра, Фекла Степановна Степанована 100 çулхи юбилейĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр.
А.СЕМЕНОВ, таврапĕлÿçĕ.Лачкасси ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика