АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăлĕн парăмне пенсионеркăн татма тивет (Правопорядок)

15 мая 2009 г.

Ывăлĕн парăмне пенсионеркăн татма тивет (Правопорядок)
Икĕ çул каялла Улянкă çынни Перекет банкĕнчен 300 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Амăшĕ вара поручитель пулнă. Малтанхи вăхăтра укçи пĕтиччен кредитшăн тÿлемелли взноса çамрăк çын йĕркеллех хывса пынă-ха. Анчах укçи пĕтнĕ пулас та, заемщикĕ шыраса (амăшĕн сăмахĕ Тăрăх) Мускава тухса кайнă, кредитшăн тÿлеме пăрахнă. Банк вара кĕтме пултараймасть, халĕ ĕнтĕ парăма кредит илнĕ çыннăн амăшĕн (вăл – поручитель) тÿлеме тивет. Кашни уйăхра пенсин çурри ывăлĕн парăмне тÿлеме каять.
Çавнашкал тĕслĕхсем татах та илсе кăтартма пулать. Акă Ураскассинче пурăнакан хăйĕн паспортне пач ют çынсене шанса панă та лешсем унпа кредит йĕркеленĕ. Айванлăха пула халĕ унăн 296459 тенкĕлĕх кредитшăн (хăй çирĕплетнĕ тăрăх вăл çав укçана куçпа та курман) ĕç укçин çуррине тÿлесе пымалла пулать (суд çапла йышăннă). Пысăк суммăлăх ултавшăн РФ Уголовнăй кодексĕн 159 статйин 3-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă.
Нăрваш салинче пурăнакан арçын, тăванне ырă тăвас тĕллевпе ĕнтĕ, лешĕ 700 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ чух, поручитель пулнă. Заемщик кредитшăн тÿлеймест, çавăнпа та суд ăна заемщикпе поручительсенчен пĕрле шыраса илме йышăнчĕ. В. вара ниçта та ĕçлемест, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕррисен шутĕнче тăрать. Апла пулин те унăн пособин çуррине кредит парăмне татмашкăн пама тивет.
Çапла кредит илме ансат пулнă, анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Сиксе тухнă тĕнче кризисĕ те çынсен пурнăçне йывăрлатать. Çавăнпа та поручителĕн пирвай лайăх шутламалла: ыратман пуçа ыраттармĕ-и хальхи пурнăç;
Çÿлерех асăннă пур тĕслĕхпе те парăма кĕнĕ çынсене Раççей Федерацийĕнчен тухса кайма ирĕк памаççĕ, кредит парăмне тÿлессинчен пăрăннăшăн вĕсен тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарма пултараççĕ.
Э.СТЕПАНОВА, суд приставĕсен районти пайĕн пристав-исполнителĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика