АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсем тухăçлă çĕрулмишĕн (Сельское хозяйство, экономика)

15 мая 2009 г.

Фермерсем тухăçлă çĕрулмишĕн (Сельское хозяйство, экономика)
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çуллен вăтамран 1 миллион тонна тырă тата 1 миллион тонна çĕрулми туса илме тĕллев лартрĕ. Çак çăмăл мар тĕллеве пурнăçлас ĕçе пирĕн районти фермерсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Сăхăтпуçĕнчи фермерсем патĕнче юнкун пултăмăр эпир. Вĕсем пикенсех уйра ĕçлеççĕ. Уйĕсем ялтан çурçĕр енче вырнаçнă, пурнăç арканиччен “Нижаровский” хуçалăхăн сĕт-çу ферми пулнă çĕрелле.
Чи малтанах Андрей Моряков фермер патĕнче чарăнтăмăр. Тăрăшсах çĕрулми лартаççĕ. Йăрансем хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннелле тăсăлаççĕ. “Анине кĕркуннех сухаласа хăварнă пулнă. Ку вăхăт тĕлне çĕр питĕ лайăх пулса çитнĕ çĕрулми лартма”, – савăнса пĕлтерет Андрей Николаевич. Агрегатсем тикĕс ĕçлеççĕ. Юрий Назаров (Сăхăтпуç çынни) йывăр культиваторпа çĕр хатĕрлет. Алексей Иванов КОН–2,8 культиваторпа çĕрулми лартма хысаксем тăвать. Картин çинчи пек илемлĕ курăнаççĕ хысаксем. Алексей Игнатьевич, А.Моряков пекех, Тушкил ялĕнчен. Сăмах майăн каласан, вăл унчченех “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята тивĕçнĕ. Çĕр ĕçĕн ăсти, эппин, опытлă механизатор. Çавăнпах Юрий Назаров хăйĕн çĕнĕ МТЗ–82,1 тракторне, КОН–2,8 культиватор çакнине, Алексей Иванова ĕçлеме панă. “Вăл ăста çын, ĕçе пĕлсе тăвать”, – тет Юрий Иванович ĕçтешĕ пирки.
Евгений Якимов МТЗ–82 тракторпа тата сажалкăпа çĕрулми лартать. Трактор кабининче эпир унпа калаçнă хушăра та музыка янăратчĕ. “Ĕç тени хаваслă та кал-кал пулса пымалла”, – хăй шухăшне палăртать Евгений Алексеевич. Çĕрулми вăрлăхне лартса пынă чухнех имçамлаççĕ. Ку тĕлĕшпе Престиж препаратпа усă кураççĕ. Имçамлакан НВУ–10 хатĕре сажалка çине вырнаçтарнă. Вăл хăех, А.Моряков фермер каланă тăрăх, 25 пин тенкĕ тăрать. Имçамне тепĕр 150 пинлĕх туяннă. Вăл çĕрулмине колорадо нăрринчен, проволочникрен, паршаран тата ыттинчен хÿтĕлет. Паллах, удобрени те параççĕ – диаммофоска. Кайран аммиак селитрипе те апатлантарма палăртаççĕ ÿсентăрана. Йăрансене икĕ хут купалаççĕ. “Унтан ытла ĕлкĕрейместпĕр, авăр вăйлă çитĕнет, йăран хушшине татах агрегат кĕртсен, авăр хуçăлать”, – ĕçĕн майĕсемпе паллаштарать Андрей Николаевич. Вăл кăçал кăна ĕçлемест-çке çĕрулми туса илессипе. Сăнать, ĕçĕн технологине лайăхлатса пыма тăрăшать. Çĕрулмине касса мар, чăмăрла лартать. Шултра маррисене кĕркунне вăрлăхлăх ятарласа суйласа хунине калать. Сорчĕ Петербургский текенни иккен. Удача майлах вăл. Анчах çаврака та, крахмаллă сорт. Урăхла каласан, яшкара саланать, тутă тытать.
Çитмĕл гектар çĕр илнĕ Моряковсем. Ăна Сергей Акимовпа пĕрле усă кураççĕ. Пысăк пайне, паллах, çĕрулми йышăнать. Моряков хăех 35 гектартан кая мар çĕрулми лартасшăн. Пысăк пайне паллах сутлăх туса илет. Çавăнпа унăн, тухăçлă çитĕннисĕр пуçне, таварлăх сăн-пичĕ те пулмалла, тет. Техникăсăр пуçне фермера çак ĕçре тăванĕсемпе юлташĕсем пулăшаççĕ. Чăн та, хăй те вĕсем умĕнче парăмра юлмĕ.
Сăхăтпуçĕнчи тепĕр фермерпа Сергей Васильевич Андреевпа та тĕл пулса калаçрăмăр. Ăна эпир вăл “Нижаровский” хуçалăх председателĕ пулнăранпах пĕлетпĕр. Ун хыççăн пĕр вăхăт республика тулашне ĕçлеме çÿрерĕ. Халĕ каллех çĕр ĕçĕпе пурăнать. Кăçал “Россельхозбанкран” кредит илсе çĕнĕ МТЗ–82 кустăрмаллă трактор та туяннă. 60 гектар çинче виççĕн ĕçлеççĕ вĕсем: хăй, Леонид Вениаминович Охотников, Олег Георгиевич Леонтьев (вăл Кĕтеснер çынни). Леонтьевĕ юнкун Сăхăтпуçăн сĕт-çу ферми пулнă çĕрти уйра пикенсех çĕрулми лартатчĕ. Сергей Васильевич вара культиваци туса çемçетнĕ уя хысак тума тухнă. “Паян кунта та çĕрулми лартма пуçăнасшăн”, – терĕ. Ку вăл Нишер çырмин хĕвеланăç енчи ана çине лартас пирки сăмах пулчĕ. Агрегатсене ятарласа майлаштарса хатĕрленĕ пирки те каласа кăтартрĕ. Çĕрулми речĕсен хушшине 75 сантиметра çитересшĕн вăл. “Çапла тусан хысаксем те пысăкрах пулаççĕ, ĕçсене пурнăçлама та ирĕкрех пулĕ, паранкăсем те сахалрах симĕсленĕç”, – терĕ. Çĕрулмине кăçал çĕнĕ сажалкăпа лартассине хыпарларĕ. Удобрени парса, вăрлăха имçамласа лартĕç. Биологиллĕ Планриз препарат туяннă çĕрулмине чир-чĕртен хÿтĕлеме. Çумкурăксене пĕтерме те ятарлă препаратсемпе усă курĕç. Хăшĕнпе усă курсан усăллăрах та йÿнĕрех пулнине сăнаса пынине каларĕ Сергей Васильевич. Техника, удобренисемпе имçамсем хаклă халь. Укçа вара, пĕлетпĕр, шута юратать.
Сергей Васильевич каланă тăрăх, вĕсен ир çитĕнекен çĕрулми те пулать. Çĕрулмисĕр пуçне кăçал хĕрлĕ чĕкĕнтĕр вăрри те туса илеççĕ.
–Çĕр ĕçĕ, çĕрулми туса илесси йывăр ĕç теççĕ акă çынсем. Анчах мĕнле ĕç çăмăл( Вăй хумасăр, тăкакланмасăр нимĕн те хăй тĕллĕн пулмасть, – пĕтĕмлетет шухăшне Сергей Васильевич.
Çапла, тухăçлă та тупăшлă, пайталлă ĕçлесси чи малтанах хамăртан килет.
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика