АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Следстви уйрăмĕнче тăрăшать (Правопорядок)

09 июня 2009 г.

Следстви уйрăмĕнче тăрăшать (Правопорядок)
Шалти ĕçсен районти пайĕ кадрсем хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрать. Йĕркелĕх хуралĕнче ĕçлеме кăмăл тăвакан çирĕп сывлăхлă çамрăксене ятарлă вăтам, аслă пĕлÿ паракан шкулсене вĕренме ярать. Дипломлă пулнă специалистсене вара кайран хаваспах йышăнать.
Кăçал унта илемлĕ пит-куçлă хĕр ĕçлеме пуçларĕ. Милици тумĕ тăхăннă чиперккене ăшшăн пăхса ăсатаççĕ яшсемпе иртен-çÿрен. Çамрăксен çулталăкĕ пулнă май эпир унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашма кăмăл турăмăр. Лейтенантпа тĕл пулса калаçма çăмăл пулмарĕ, харсăрскере тăтăшах тĕрлĕ çĕре яраççĕ иккен. Юлашкинчен хăйĕн ĕçĕ пирки кĕскен каласа пама килĕшрĕ Ирина Владиславовна Обаськина.
–Шалти ĕçсен районти пайĕнче юратнă атте çирĕм çул ытла вăй хунă. Тепĕр чухне ирхине кăна таврăнатчĕ киле е икĕ-виçĕ кун та пулаймастчĕ. Эпĕ унăн ĕçĕ çăмăл маррине туйса ÿснĕ. Питĕ пулăшас килетчĕ ăна. «Ÿссен милици сотрудникĕ пулатăп», текен шухăш çавăн чухне çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Тăвайри вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти милици шкулĕн алăкне хăюллăнах уçрăм вара, – терĕ хĕр.
Çул хыççăн çул иртнĕ май çирĕп кăмăллă ентешĕмĕр вĕренÿре çитĕнÿсем тунă. Пăшалтан перессипе, ытти спорт ăмăрăвĕсенче каччăсенчен юлман Ирина. Йĕркелĕх хуралĕнчи чи йывăр, следователь профессине суйласа илнĕ пирĕн район чиперкки. Амăшĕпе ашшĕ, Валентина Витальевнапа Владислав Николаевич хавхалантарсах тăнă аслă хĕрне. Тăвайри шкулта вĕренекен Вероника йăмăкĕ те аппăшĕ çăмăл мар професси суйласа илнишĕн кăмăллă ĕнтĕ. Тен, вăл та унăн çулĕпе кайĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче шалти ĕçсен районти пайĕнче практикăра пулчĕ И.Обаськина, преступленисене уçса парас çĕрте палăрчĕ. Милици шкулне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн следстви уйрăмĕнче вăй хума тытăнчĕ.
–Çур çул хушшинче Ирина Владиславовна хăйĕн профессине юратнине кăтартса пачĕ, ĕçсене яланах вăхăтра вĕçлет. Ăна кăткăс преступленисене тĕпченĕ çĕре те хутшăнтарма юрать. Çамрăксене шанмалла. Вĕрентсе-пулăшса пырсан, вĕсем вăхăт иртнĕ май опытлă специалистсем пулаççĕ, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ В.Обаськин.
Çапла, Вениамин Николаевичпа пĕр хушаматлă Ирина. Унăн тăван пиччĕшĕн хĕр ачи пулать. Хăйĕн пĕлĕвне малалла ÿстерет вăл, Шупашкарта правăпа управлени академийĕнче аслă пĕлÿ илет. Ашшĕ те, Владислав Николаевич, унта вĕреннĕ, шалти ĕçсен пайĕнчен пенсие тухнă. Обаськинсен ĕç династине малалла тăсакан следователе малашлăхра ăнăçу сунатпăр. Çăмăл мар пулсан та, çамрăклăху хавхалантарсах тăтăр сана, йĕркелĕх хуралĕнчисемшĕн яланах ырă тĕслĕхлĕ пул.
А.НИКИТИНА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика