09 июня 2009 г.
Юсавсем пыраççĕ (Строительство)
“Ял ĕçченĕ” хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ, Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав тумалли программăна Ленин проспектĕнчи 17, 23, 24, 27, 29, Строительная урамри 3 тата унчченхи юсавпа техника предприятийĕ территорийĕнчи 1 номерлĕ çуртсем кĕнĕ. Пурĕ çичĕ çурт. Юсав ĕçĕсем тума пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан Фонд 4053,71 пин, республика тата район бюджечĕсенчен 800-шер пин тенкĕ укçа уйăрнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав тума Канаш хулинчи “Стройсантех Плюс” ОООпа тата Тăвайри “Янтиковская” МСО УАОпа договорсем тунă.
Çуртсен тăррисене тата çуртсене ăшăтмалли, шывпа тивĕçтермелли, ăна юхтарса кăлармалли, энерги парса тăмалли сетьсене майăн 15-мĕшĕнчен пуçласа тĕп юсав тума тытăннă. Ку ĕçсене “Мастер” управляющи компанийĕ ООО йĕркелесе пырать.
М.СТЕПАНОВ, райадминистрацин строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"