05 июня 2009 г.
Сывлăх кунĕнче – спорт уявĕ (Спорт)
Йăнтăрчăри вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен черетлĕ уявне – сывлăх кунне паллă турĕç. Ку уява Афган тата Чечен вăрçисенче пуç хунă çамрăксене халалланă. Кăçалхипе 19-мĕш хут иртрĕ вăл.
Йăнтăрчăна районти тĕрлĕ шкулсенчи пултаруллă çамрăк спортсменсем пуçтарăнаççĕ. Кăçал тĕрлĕ сăлтавсене пула пурте килеймерĕç. Пуянкасси шкулĕн командине С.П.Кириллов директор хăй ертсе килчĕ.
Ăмăрту Ÿчĕк сăрчĕ çинче иртрĕ.
4–5 классенчи ачасем 500 метра, 6–7 классем – 1, 8–9 классем – 2, 10–11-мĕшсем 3 километра чупрĕç. Дистанцире чăрмавсем те пулчĕç, калăпăр, тăвалла е анаталла чупмалли те пулчĕ.
Ăмăртăва шкул ачисемпе пĕрлех шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем те, вĕренекенсен ашшĕсем те хастар хутшăнчĕç. Мала тухнисене Хисеп хучĕпе укçа парса хавхалантарчĕç.
Уява ирттерме пулăшнă Йăнтăрчă ял поселенийĕн пуçлăхне И.П.Хайдукована, “Водолей” лавкка тытакан Г.С.Сергеевпа Н.И.Сергеева, А.Г.Хаймулина (Чÿкçырми), В.Г.Михайлова (Çĕнĕ Пуянкасси) пысăк тав.
Г.ВАСИЛЬЕВА. Йăнтăрчă шкулĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"