АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрегат люцерна çулать (Сельское хозяйство)

05 июня 2009 г.

Агрегат люцерна çулать (Сельское хозяйство)
Çăва тухсан çĕр ĕçлекеншĕн канăç çук та темелле: пĕр ĕçĕ тепринпе тачă çыхăнсах пырать. Пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле, кашни ĕçĕ пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Илĕпĕр, акă “Акконд–агро фирма” обществăнах. Çурхи уй-хир ĕçĕсене кал-кал та пахалăхлă туса ирттерчĕç общество ĕçченĕсем. Тырă та, ытти ял хуçалăх культурисем те тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç агрофирма уйĕсенче. Унтан акнă лаптăксене пăхса тăма тытăнчĕç, вĕсене çумкурăксенчен, чир-чĕртен химилле майпа хÿтĕлерĕç. Ку ĕç малалла пырать-ха. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче вара утă çине те тухрĕç. Люцерни, чăн та, чечеке ларма тытăнайман-ха, çавăн чухне кăна унра тутлăхлă япаласем чи нумай пухăнса çитеççĕ, теççĕ специалистсем. Анчах масса тивĕçтернĕрен иртерех çулса люцернăна иккĕмĕш, виççĕмĕш хут çулма условисем туса парас терĕç пулмалла. Чи малтанах Вăтаяль çывăхĕнчи люцернăна утăлăх çулса пăрахма тытăнчĕç. Владимир Сергеевич Демин механизатор «кашлаттарать» люцернăна. Вăл курăка МТЗ-82 трактортан çаклатнă “Клевер” косилкăпа çулса пăрахать. В.Демин хăй Мучар ялĕнчен, малтан унти хуçалăхра ĕçленĕскер, халĕ, хăй каланă тăрăх, виççĕмĕш çул “Акконд–агро фирма” обществăра тăрăшать: “Курăкăн масса çук мар, техника çĕнĕ, сехет пек ĕçлет, çавăнпа ĕçленĕçемĕн ĕçлес килет”, – тет механизатор.
–Пирĕн “Акконд–агро фирма” обществăн выльăх апачлĕх культурăсем пурĕ 1220 гектар йышăнаççĕ, – пĕлтерчĕ Владимир Иванович Саперов тĕп инженер.
Вĕсен шутне пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксем те, выльăх апачлĕх пăрçа та, кукуруза та кĕреççĕ. Çав шутран кукуруза парать усă текенни, хăй вăхăтĕнче “уйсен патши” шутланни, хăй кăна 192 гектар. Ăна иртнĕ кĕркунне çĕре ятарласа ун валли хатĕрлесе хăварнă уя вырнаçтарнă.
Пĕрисем курăк çулма пуçăннă япала районта ытти çĕрте те майĕпенех хĕрÿ утçи – выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ паха апат хатĕрлесе хурассишĕн кĕрешÿ пуçланса кайĕ.
Ăнăçу сана, Çĕр ĕçлекен!
И.ГЛАДКОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика