АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсене аванрах тытнă (Образование)

03 июля 2009 г.

Экзаменсене аванрах тытнă (Образование)
–Кăçалхи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах, – тенĕ республикăри вĕрентÿ министрĕн çумĕ С.Петрова. 64 вĕренекен (2008 çулта – 32) экзаменсенче 100 балл илме пултарнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ питĕ лайăх пĕлÿллĕ пулнине икĕ хут та çирĕплетсе панă. Нумай предметпа экзаменри вăтам балл иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулнă. Вĕренекенсем ытларах хими, физика, биологи, информатика предмечĕсене суйласа илме пуçлани савăнтарать. Пĕлтĕр вĕсемпе вĕренекенсен 26,3 проценчĕ экзамен тытнă пулсан, кăçал – 45 проценчĕ. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа начар паллă илнисем пур. Республикăра пурĕ 130 вĕренекен аттестат илеймен. Пирĕн районта та пур çакнашкал тĕслĕх, виçĕ выпускника справка кăна панă. Вĕсем тăххăрмĕш класăн аттестачĕсемпе училищĕсене вĕренме кĕме пултараççĕ. Е çитес çул тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухма тивет.
И.ИВАНОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика