03 июля 2009 г.
Утă та, сенаж та хатĕрлетпĕр (Экономика)
Хĕл хырăмĕ аслă. Выльăх-чĕрлĕх ăнăçлă хĕл каçтăр, çав вăхăтрах продукци парассине те ан чакартăр, ÿстерсе пытăр тесен, çу кунĕсенче тĕрлĕ апат нумай хатĕрлесе хума тивет. Çак тĕллевпе ĕçлеççĕ те хальхи вăхăтра “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕнче выльăх апачĕ хатĕрлекенсем. Ферма çывăхĕнче малтанхи утă урисем ÿссе ларчĕç, вĕсене рулонласа купаланă. Нумай çул ÿсекен курăксен уттине Виталий Николаевпа Николай Константинов механизаторсем пухса рулонлаççĕ. Сергей Михайлов рулонсене уйран фермăна КамАЗ машинăпа турттарса тăрать. Рулонсене машина çине тиессипе ура тăвассине механизациленĕ.
Ангара та кĕртеççĕ утта. Унта ытларах çаран уттине упрама хураççĕ. Хальлĕхе вăл çуррине яхăн тулнă.
Сенаж та хывма тытăннă хуçалăхра. Сенажлăх массăна нимĕç комбайнĕпе Александр Дубровинпа Владимир Алексеев çулаççĕ. Николай Павлов, Юрий Павлов тата Алексей Андреев вĕтетнĕ массăна траншейăна турттарса тăраççĕ.
Апат хисепĕшĕн çеç мар, вăл пахалăхлă пултăр тесе те тимлеççĕ ĕçлекенсем. Рулонсене, тĕслĕхрен, ураланă хыççăн улăм витсе типтерлесе упраççĕ, сенажлăх массăна вăйлă пусăрăнтарса тăраççĕ.
Г.ПЕТРОВ, тĕп зоотехник.
Источник: "Ял ĕçченĕ"