03 июля 2009 г.
Пирĕн потребобщество çитĕнÿсем тăвать (Торговля)
Пĕтĕм çĕршыври кооператорсем утă уйăхĕн пиллĕкĕмĕшĕнче 87-мĕш хут хăйсен уявне паллă тăваççĕ.
Пирĕн юхăм чи шанчăклисенчен пĕри. Çĕр çинчи халăхсенчен çуррине яхăн хăйсен пурнăçне кооператорсем пулăшнипе йĕркелесе пыраççĕ. Раççейри потребкоопераци çынсен интересĕсемшĕн ытларах тимлет, ял хуçалăхне çирĕплетессишĕн тăрăшать.
Потребительсен обществисем ĕç тупса парса е ытти майпа пулăшаççĕ çынсене. Ял магазинĕ е столовăй, çăкăр завочĕ е канфет изделийĕсем кăларакан цех – вĕсем пурте çынсене кирлĕ. Пĕчĕк ялта е пысăк хулара пурăнакансем потребкооперацисĕр çитĕнÿсемпе ăнăçусем еннелле утаймĕç.
Кĕçех пирĕн уяв. Çавна май потребкоопераци ветеранĕсене чи малтан саламлас килет. Вĕсен опытне хальхи ĕçченсем пикенсех алла илеççĕ. Аслисен пурнăçĕн пуянлăхĕпе çамрăксен вăй-халне пĕрлештерсе пынипе кооператорсем малтан–малалла каяççĕ. Уйрăмах хĕрарăмсен ывăнма пĕлменлĕхне палăртса хăварас килет. Вĕсем тăрăшнипе йывăрлăхсем хыçа юлса пыраççĕ.
Районти потребительсен кооперацийĕ çулсеренех çирĕпленсе пырать. Тăвай енре пысăк конкуренци пулнине пăхмасăр çитĕнÿсем тăваççĕ кооператорсем. Суту-илÿ, обществăлла апатлану, производство предприятийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пыраççĕ, магазинсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ. Районти кооператорсен хăш-пĕр суту-илÿ çурчĕсенче халь çынсем хăйсем тавар суйласа туянма пултараççĕ.
Ваккăн сутакан таварçаврăнăш 65 миллион та 700 пин (2008 ç. – 56 миллион та 977 пин) тенкĕпе танлашнă. Çав шутран 7120 пин тенки общепитăн. Производство калăпăшĕ – 10 миллион та 680 пин тенкĕлĕх (2008 ç. – 8 миллион та 892 пин).
Хатĕрлев ĕçне 23 магазин туса пырать. Ку енĕпе сăхăтпуçсем, çĕнĕишпуçсем, тенеяльсем, çăлпуçсем, кармалсем, йăнтăрчăсем, вăтаяльсем аван ĕçлеççĕ.
Ултă уйăхра пĕр çын пуçне 3681 тенкĕлĕх тавар сутнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Кăçал çур çула тăкаксăр вĕçлерĕмĕр. Асăннă çитĕнÿ эпир туслăха тĕпе хурса ĕçленинчен те килет.
“Тăвайри кооператив” потребобществăра нумай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене, халь ларма-тăма пĕлмесĕр ĕçлекенсене Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Сирĕн малашлăх çулăрсем такăр пулччăр. Вăрăм ĕмĕрпе çирĕп сывлăх сунатăп, нихăçан та ан чирлĕр. Шанса панă ĕçĕре тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырăр. Хамăрăн потребобщество тата пысăкрах çитĕнÿсем тутăр тесе тăрăшар. Тепĕр хут уяв ячĕпе сире, пурне те!
В.ФЕДОРОВ, “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи.
Источник: "Ял ĕçченĕ"