29 мая 2009 г.
Пысăк çăмăллăх (Строительство)
“Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă программа çамрăк çемьесемшĕн чăннипех те пысăк пулăшу пулса тăрать тесе калас килет манăн. Хальхи саманара çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма пĕртте çăмăл мар. Тĕллевлĕ федераллă программа вара çак ĕçре пысăк çăмăллăх кÿрет. Пĕлтĕр асăннă программа пулăшăвне Çĕнçырма ялĕнче пурăнакан Олег Эдуардович Петровпа Михаил Алексеевич Никитин çемйисем тивĕçрĕç, унпа уйăрнă укçа-тенкĕпе пÿрт-çурт тума строительство материалĕсем туянчĕç. Проектпа смета документацийĕ хатĕр вĕсен. Укçине кĕркунне уйăрнă май, хатĕр материалсемпе çурт-йĕрне кăçал хăпартасшăн: никĕсне ярса, стенисене купаласа, тăррине витсе хурасшăн. Çу каçа вăй хурсан, тен, ытларах та ĕç тума ĕлкĕрĕç. Çамрăк çемьесем пулнă май, Петровсен пĕр ача, Никитинсен – иккĕ.
Эльпуçĕнчи пĕччен ача амăшĕ Татьяна Витальевна Николаева хваттер туянма çамрăк çемье шучĕпе Тăвайри перекет банкĕнчен “Çамрăк çемье” кредит илнĕ. Хваттерне Канаш хулинче туяннă. “Çамрăк çемье” кредит субсиди илессипе те, процентсем тÿлессипе те çăмăллăхсем парать.
Хальхи вăхăтра пирĕн ял поселенийĕнче “Пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă программа пулăшăвĕпе çурт-йĕр çавăрма кăмăл тунă 31 çамрăк çемье черете тăнă. Çав пулăшăва пурте илессе шанас килет.
И.ИВАНОВА, Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"