АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф виçисем ÿснĕ (Правопорядок)

29 мая 2009 г.

Штраф виçисем ÿснĕ (Правопорядок)
Çул-йĕр çинче ачасемпе, çуран çынсемпе пулса иртекен инкексенчен сыхланас, вĕсене сахаллатас тĕллевпе майăн 23-мĕшĕнчен пуçласа çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă административлă практикăна улшăнусем кĕртнĕ.
Çуран çынсене, велосипедистсене ятарлă вырăнтан ирттерсе яманшăн КоАПăн 12.18 статйипе килĕшÿллĕн 800 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф параççĕ (унччен 100 тенкĕ Пулнă).
Çынсене машинăпа йĕркене пăсса турттарнăшăн, КоАПăн 12.23 статйин 1 пайĕпе штраф виçине 500 тенкĕ таран ÿстернĕ (100 тенкĕ Пулнă).
Çынсене кузова ятарласа хатĕрлемен автомашинăпа турттарнăшăн КоАПăн 12.23 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн 500 тенкĕрен пуçласа 700 тенкĕ таран штраф параççĕ (100–300 тенкĕ Пулнă).
Çуран çынсене вырăнлă çĕртен каçмасан тата пассажирсене КоАПăн 12.29 статйин 1 пайĕпе 200 тенкĕ штраф параççĕ (100 тенкĕ Пулнă).
Пурте пĕрле ĕçлесен, пĕр-пĕрне хисеплесе, правилăсене çирĕп пăхăнса çÿресен, тимлĕ пулсан кăна çулсем çинчи лару-тăрăва лайăх енне улăштарма, çул çÿреве хăрушлăхсăр тума пултаратпăр.
А.ГЕРАСИМОВ, ГИБДДăн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика