29 мая 2009 г.
Партин черетсĕр ХV конференцийĕ (Общество)
“Единая Россия” партин Чăваш регионĕн вырăнти тата пуçламăш уйрăмĕсенче отчетпа суйлав кампанийĕ иртсе кайрĕ. Ун вăхăтĕнче икĕ çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Вырăнти 2 уйрăмра (Муркашпа Çĕрпÿре) политканашсене район администрацийĕсен пуçлăхĕсем ертсе пыма тытăннă.
Майăн 21-мĕшĕнче партин регионти уйрăмĕн черетсĕр ХV конференцийĕ пулчĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор Р.Тихонов, 120 ытла делегат, регионти политканаш членĕсем, парти майлисен канашĕн членĕсем хутшăннă.
Участниксем регионти политканаш секретарĕ М.Михайловский тунă отчетлă докладпа контрольпе ревизи комиссийĕн отчетне итленĕ. М.Михайловский палăртнă тăрăх, иртнĕ икĕ çулта парти членĕсен хисепĕ 2 хут ÿснĕ, 30 пин çынпа танлашнă. Иртнĕ çулхи ноябрьте парти ретне Аграри партийĕн членĕсем 3,5 пин çын хушăннă. Парти членĕсемпе унăн майлисем Чăваш Енĕн экономикипе социаллă сферине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. “Стратеги–2020” тата Чăваш Республикин экономикипе социаллă пурнăçĕн 2020 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕ партин регионти политканашĕпе активĕшĕн вăрах вăхăта йышăннă программăсем пулса тăраççĕ. Республикăн экономикипе социаллă сфери тикĕссĕн малалла аталанса пыраççĕ. Çакна наци проекчĕсем пурнăçа кĕни те çирĕплетет. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре ку чухнехи медицина технологийĕсем пурнăçа кĕреççĕ, сывлăх сыхлавĕн пысăк центрĕсем уçăлаççĕ. Ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ системăпа врачсен ĕç укçи 3,1, медицина сестрисен 2,8 хут ÿснĕ. Юлашки 5 çулта халăх йышĕ чакасси 40 процент пĕчĕкленнĕ, ĕмĕр тăршшĕ 1,5 çул вăрăмланнă. Пĕчĕк ачасем вилесси 57 процент чакнă. Ку кăтартупа республика тĕнчери чи аталаннă çĕршывсен шайĕнче.
“Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май 2006-2008 çулсенче 99 шкул тата 336 учитель федераллă бюджетран пулăшу, 60 вĕрентÿ учрежденийĕпе 90 педагог Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсемпе премийĕсене илме тивĕçнĕ. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçине вăтамран 25 процент ÿстернĕ. Республикăри 525 шкул тĕнчери Интернет сечĕпе çыхăннă. Юлашки вăхăтра 500 тĕслĕх библиотеки уçнă.
Республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни çын пуçне çурт -йĕр тăвассипе Чăваш Ен çĕршывра лидерсен ретĕнче. 2007 çултан вара çурт-йĕре хута ярасси миллион тăваткал метр урлă каçрĕ. Унашкалли республика историйĕнче пулман.
Коммуналлă инфратытăмăн тĕп фончĕсене çĕнетес ĕç пуçланчĕ. Пĕлтĕр 406 нумай хваттерлĕ çурта (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1,1 млн. тăв. метр) тĕпрен юсанă, ăна валли 800 млн. тенкĕ уйăрнă. Кăçал çак ĕçе 1 млрд. тенкĕ яма нумай хваттерлĕ 552 çурта (1 млн та 275 пин тăв. метр) юсама пăхнă.
Яла, агропромышленность комплексне пулăшасси – пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри. 2008 çулта ял хуçалăхне 14 млрд. тенкĕ хывнă (умĕнхи 3 çултинчен 3,6 хут нумайрах). Чăваш Ен çĕр çинче ĕçлекенсене, харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне аталантарма кредит уйăрса парассипе Раççей Федерацийĕнчи субъектсем хушшинче чи малтисенчен пĕри. Çăмăллăхлă кредита 38 пин çемье илнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ унпа вак предприяти ĕçне йĕркеленĕ.
Н.В.Федоров Президент ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем умне стратегилле задача кăларса тăратрĕ – тĕштырăпа çĕр улмине çуллен 1 млн. тоннăран кая мар туса илмелле. Ахальтен мар Президент 2009 çул Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ шутланни çинчен пĕлтерчĕ. Ялăн экономикипе социаллă пурнăçне кăçалтан комплекслăн аталантарса пымалла. Малашлăхпа çыхăннă ыйтусене çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе, наука çитĕнĕвĕсемпе тата урăх çĕршывсен прогрессивлă опычĕпе усă курса татса памалла.
Приоритетлă наци проекчĕсемсĕр пуçне “Единая Россия” тепĕр 25 проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлет. Вĕсене ĕçе кĕртни вырăнти лару-тăрăва лайăхлатма пулăшать. Республикăри район центрĕсенче юлашки çулсенче физкультурăпа сывлăх комплексĕсем тума тытăнчĕç. Вĕсем 30-тан кая мар пулĕç. Çак кунсенче 15-мĕшĕ Улатăр районĕнчи Атратьре уçăлчĕ. Ытти нумай ырă тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Пĕр сăмахпа, ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать. Ялта пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтереççĕ. Кашни ялах районсен центрĕсемпе хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарса тухаççĕ, халĕ ялсен тĕп урамĕсене асфальт сараççĕ. Ял çынни çут çанталăк газĕпе усă курать.
–Иртнĕ икĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, пĕр иккĕленмесĕр, çапла калама пулать: партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Парти планĕсене пурнăçлас ĕçре малашне те ăнăçусем сунатăп, – çапла вĕçленĕ хăйĕн сăмахне М.Михайловский.
Конференци партин регионти тата вырăнти уйрăмĕсен политканашĕсем умне политикăлла тĕп задача лартнă – 2010 çулта пулакан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата 2011 çулта ЧР Патшалăх Канашĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕсемпе çыхăннă кампание хатĕрленесси. Партин регионти тата вырăнти уйрăмĕсен парти речĕсене тĕреклетессипе, пултаруллă кадрсен резервне хатĕрлессипе ĕçе вăйлатмалла, парти активĕн ялан ĕçлекен шкулне, лайăх опыта вĕренессине, сарассине йĕркелемелле.
ХV конференци ĕçне пирĕн районти уйрăмран регионти политканаш членĕсем Н.Ивановпа В.Шакров, партин вырăнти уйрăмĕн контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ В.Чайкин, Тĕмерти пуçламăш уйрăм секретарĕ С.Ярхунова, вырăнти уйрăмăн ĕçтăвкомĕн ертÿçи И.Петрова хутшăннă.
И.СОЛОВЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"