26 мая 2009 г.
Кăçал та çуннă çамрăк хырсем (Экология)
Асăнма та кăмăллă мар та, анчах çынсен тимсĕрлĕхне тата чунсăрлăхне пула çуллен сахал мар ырлăх-пурлăх пĕтет. Кашни çуркуннех чылай çĕрте кивĕ курăксене çунтараççĕ. Анчах тивертсе яраççĕ те, пăхса, хуралласа тăмаççĕ. Вут-çулăма хăйне кирлĕ пек хуçаланма ирĕк параççĕ. Вут-кăварăн вара алли вăрăм. Çавăнпа тата çынсен тимсĕрлĕхне пула пирĕн район территорийĕнче кăçал та çулсен айккисемпе лартнă ÿссе маттурланнă вăрман тăрăхĕсем çуннă, уйрăмах çамрăк хитре хырсем чылай пĕтнĕ. Яштака шурă хурăнсемпе акацисем те сахал мар сиенленнĕ. Кун пеккине Вăтаяль çывăхĕнче те, Тăвайран тухсан Улянкă енче те, ытти хăш-пĕр çĕрте те курма пулать. Мĕншĕн хамăр алăпа лартса тунă илеме, ырлăх-пурлăха хамăрах пĕтеретпĕр-ха; Чунсăрлăх-и ку е явапсăрлăх; Кайăксемпе чĕрчунсемшĕн, йывăçсемпе ытти ÿсен-тăраншăн, хамăршăн, тавралăхшăн çапла начар ĕç тăватпăр çулсерен. Юрать-ха, пушарниксем тĕлĕрмеççĕ, вут-кăвара сÿнтерме васкаççĕ. Унсăрăн татах та чылай пысăкрах сăтăр тунă, сиен кÿнĕ пулĕччĕ чикĕсĕр вут-çулăм. Хăть малашлăх валли тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасчĕ çакăнтан.
В.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"