АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çул сире, çамрăксем (Образование)

26 мая 2009 г.

Ырă çул сире, çамрăксем (Образование)
Тахçантанпа кĕтнĕ хаваслă, çав вăхăтрах кăшт тунсăхлăрах вăл – юлашки шăнкăрав уявĕ. Тăван шкулпа, юратнă вĕрентекенсемпе, пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшсемпе уйрăлма вăхăт çитрĕ-çке. Кăçал Эльпуçĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан 15 хĕрпе каччă вĕренсе тухать. Венера Моисееван пур предметпа та “5” паллăсем кăна. Тепĕр пилĕк вĕренекенĕн – “4” тата “5” паллăсем. Тăххăрмĕшсем те вĕренÿ çулне аван кăтартусемпе вĕçлеççĕ. Сергей Афанасьев тата Лиана Иванова – отличниксем. 9 вĕренекен вара – вĕренÿ ударникĕ. Пурĕ 9-мĕш класран 26 ача вĕренсе тухать.
Тунсăхлă шкул кĕвви янăранă май 11 класс пĕтерекенсем алла-аллăн çавăтăнса, икĕ енĕпе ачасем тăрса тухнă «чĕрĕ» коридор витĕр тухса, савăнăçлă линейка иртекен вырăна пырса тăчĕç.
Уява шкул директорĕ В.Г.Груздев кĕске сăмах каласа уçрĕ. Вăл ачасене вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, экзаменсене ăнăçлă тытма, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме сĕнчĕ. Олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Район, ял администрацийĕсен, вĕрентÿ пайĕн представителĕсем Л.В.Якку, В.Н.Ефимов, А.И.Никитин сăмах илсе вĕренсе тухакансене ăнăçу, сывлăх, ырă çул сунчĕç. Класс ертÿçин И.Н.Петрован та, пирвайхи учительсен те, ашшĕ-амăшĕсен те, вĕренекенсен те нумай ăшă сăмах тупăнчĕ выпускниксем валли. Шкул ачисем те ăшшăн саламларĕç аслă юлташĕсене, юрласа-такмакласа шÿтлерĕç, тăван шкул чысне çÿлте тытма сĕнчĕç. Вунпĕрмĕшсем хăйсем те парăмра юлмарĕç – вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене, кĕçĕн юлташĕсене нумай-нумай тав сăмахĕ каларĕç, юрă-сăвă, чĕрĕ чечексем парнелерĕç.
Уяв вĕçленсе пынă май, капăр та илĕртÿллĕ тумланнă яшсемпе пикесем вальс кĕввипе çаврăнчĕç, тăван шкулпа сывпуллашса кăвакарчăнсем вĕçтерчĕç.
Юлашки шăнкăрав янăрать. Ăна Елена Петровапа Анатолий Харитонов параççĕ. Тунсăхлăн янăрать вăл, ачалăх хыçа юлнине, умра çĕнĕ пурнăç кĕтнине систерет. Ырă çул сире, çамрăксем.
П.НИКИФОРОВ, Эльпуçĕнчи вăтам шкул.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика