АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерет (Предпринимательство)

23 июня 2009 г.

Тĕрлĕ культурăсем çитĕнтерет (Предпринимательство)
Александр Осипов фермер тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем туса илет, хăй Тушкил ялĕнчен пулсан та, çак тĕллевпе Сăхăтпуç тата Йăнтăрчă ялĕсен çĕрĕсемпе усă курать. Иртнĕ кĕркунне 150 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă вăл. Кăçал çуркунне ăна удобрени парса апатлантарнă. Унсăр пуçне кăçалхи çуркунне те 115 гектар урпа тата 35 гектар сĕлĕ акса хăварнă. Калчасене пурне те çум курăкран гербицид сапнă, чир-чĕртен те хÿтĕленĕ.
Кăçал çĕрулми лаптăкне те ÿстернĕ вăл, вăтăртан хĕрĕх гектара çитернĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” фермер Йăнтăрчă уйĕнче вырнаçтарнă. Юнашарах 15 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те акнă. Вăл лайăх шăтса тухнă. Анчах çум курăксем те – хир сĕлли, пиçен, хурхух – тĕлĕрмен. Çавăнпа вĕсене пĕтерме фермер Хантер тата Корректор ятлă гербицидсемпе усă курнă. Халĕ мăянпа хĕрлĕ тĕпе пĕтерме урăх йышши гербицид сапасшăн.
Чĕкĕнтĕре, паллах, сайралатмалла та. Унсăрăн тухăç кĕтмелли çук. Ку ĕçе фермер çамрăксене явăçтарасшăн.
Малашнехи пирки те шухăшлать Александр Александрович. Кăçал вăй çитереймен пулсан та, килес çул соя акса тума тытăнасшăн. Вăл тупăшлă культура. Унсăр пуçне тракторпа пĕр тĕш тырă комбайнĕ туянма ĕмĕтленет. Вĕсем фермера çĕр ĕçĕнче чылай тухăçлăрах ĕçлеме май памалла.
Паллах, шут ĕçне те япăхтарас çук. Ку тĕлĕшпе Александр Осипова мăшăрĕ пулăшать, бухгалтерипе финанс ĕçĕсене йĕркелесе пырать.
В.СОРОКИН, “Россельхозцентрăн” Тăвайри филиалĕн тĕп специалисчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика