23 июня 2009 г.
Вăхăтлăха ĕçлеме каякансене пулăшаççĕ (Занятость)
Республикăри халăха ĕçе вырнаçтарас тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртнĕ май вăхăтлăха ĕçлеме урăх вырăна куçакансене адреслă пулăшу параççĕ.
Ĕç вырăнне çитнĕ чухне пулнă тăкака, ăна транспортпа кайнă билетпа çирĕплетсен, саплаштараççĕ.
Ĕç вырăнне кайнă, унтан каялла килнĕ чухне иртнĕ кашни куншăн 100 тенкĕ суточнăй тÿлеççĕ.
Урăх вырăнта ĕçленĕ чухне пурăнмалли хваттершĕн, пĕр куншăн 550 тенкĕ параççĕ, вăтамран виçĕ уйăх хушши ĕçлемелле.
500 килограма яхăн пурлăха куçарнă чухне тăкакланнăшăн та пулăшаççĕ.
Хальхи вăхăтра Мускав, Волгоград, Воронеж облаçĕсене ĕçлеме кайма пулать. Ĕçленĕшĕн ĕç укçи тÿлеççĕ, пулăшу суммисене унтан илмеççĕ. Тĕплĕнрех районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ыйтса пĕлмелле. Чăваш Республикин тулашĕнче вăхăтлăха ĕç вырăнĕ тупма хаваспах пулăшăпăр сире.
Н.ПАВЛОВА, центр директорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"