23 июня 2009 г.
Тăххăрмĕшсем аттестат илчĕç (Образование)
Районта кăçал тăххăрмĕш класран 220 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсем нумаях пулмасть экзаменсем тытса пĕтерчĕç. Шел пулин те, математика предмечĕ хăш-пĕрисене йывăртарах парăннине çирĕплетсе панă тĕрĕслев, пурĕ 16 ача иккĕ паллă илнĕ.
Тăвайри вăтам шкулти 63 вĕренекен тăххăрмĕш класс пĕтернĕ. Вĕсенчен вун тăваттăшĕ “5” паллăсемпе кăна вĕренме пултарнине кăтартса панă, уйрăмлăхлă (с отличием) аттестат илнĕ. Отличниксенчен вун виççĕшĕ гимнази класĕнче пĕлÿ илнĕ. Эппин, ятарлă класс йĕркелени ачасен пĕлÿ шайне ÿстерме май панă.
Савăнăçлă лару-тăрура, иртнĕ юнкун пачĕç Тăвайĕнчи тăххăрмĕшсене аттестатсем.
Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Михайлова уçрĕ уява, вĕренекенсене тăххăрмĕш класс пĕтернĕ ятпа саламларĕ.
А.Кириллов директор та пулчĕ унта. Кашни вĕренекене аттестат панă май вуннăмĕш класра çамрăксене тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунчĕ Анатолий Николаевич. Аттестатпа пĕрле хăш-пĕрисем медальсем, дипломсем, грамотăсем нумай илчĕç. 9 “г” класран О.Егорова, И.Кузьмин, Н.Кузьмина, С.Сергеева, Л.Бурдасова, М.Смирнова, П.Павлов, Е.Никитина, Н.Семенова, М.Семенов, Р.Павлов, А.Михайлова, Е.Ананьев тата О.Егорова (9 “а”) палăрнă вĕренÿре.
Класс ертÿçисен ячĕпе акăлчан чĕлхипе вĕрентекен З.Иванова, ашшĕ-амăшĕсенчен Н.Бурдасова тухса калаçрĕç. Вĕрентекенсене тăххăрмĕшсене лайăх пĕлÿ панăшăн тав турĕç. Ашшĕ-амăшĕсене ачисене тивĕçлĕ воспитани пама пулăшнăшăн шкул Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ. Тухса калаçакансем тăххăрмĕшсене малашлăхра ăнăçу сунчĕç. Çапла çамрăксен кунне тăххăрмĕшсем лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"