АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну митингĕнче (Общество)

23 июня 2009 г.

Асăну митингĕнче (Общество)
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, 68 çул каялла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Асăнупа хурлăх кунĕнче эпир мирлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçне хунисене аса илетпĕр.
Пирĕн районтан вăрçа 5429 çын тухса кайнă, вĕсенчен 179-шĕ хĕрарăм, 3156-шĕ каялла таврăнайман.
...Ĕнер Тăвайри Мухтав монуменчĕ умĕнче асăну митингĕ пулса иртнĕ. “Эпир хамăра мирлĕ пурнăç туса панă паттăрсене яланах асра тытатпăр”, – терĕ район пуçлăхĕ Н.Иванов монумент умне чечек çыххи хурса.
Л.Иванова вăрçă ветеранĕпе районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен председателĕ Р.Гурина сăмах тухса каларĕç. “Хăрушă вăрçă çĕр çинче урăх ан пултăр”, – терĕç. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç. Пухăннисем пуçĕсене хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
В.ЧАЙКИН.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика