АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак арăмне – 100 çул (Общество)

19 июня 2009 г.

Салтак арăмне – 100 çул (Общество)
Районта паянхи куна 16 салтак арăмĕ пурăнать. Вĕсенчен пĕри – Енĕш Нăрваш ялĕнчи Мария Ефимовна Ефимова. Ялти хисеплĕ ветеран июнĕн 15-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Çăмăл пулман Мария Ефимовнан кун-çулĕ. Çирĕм виçĕ çулта ял каччипе мăшăрланса çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçленĕ, çулсем иртнĕ май çемьере йыш хушăнсах пынă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан малтанхи кунсенчех упăшкин фронта кайма ят тухнă. Çав çулнех декабрь уйăхĕнче арăмĕ вăл паттăрла вилни çинчен хут илнĕ. Çапла çамрăк хĕрарăм пĕччен 4 ачапа тăрса юлнă.
... Вăрçăн тумхахлă та йывăр тапхăрĕ. Ялти арçын ĕçĕ хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Тыл пулăшмасăр вăрçăри салтаксене çăмăл килмĕ – çакна ытти ĕçченсемпе пĕрле М.Ефимова та лайăх ăнланнă. Колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă: тыррине вырнă, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, вăрманне каснă... Чăтма çук йывăр вăхăтра чун тĕпренчĕкĕсене пăхса йăпаннă. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çын тăвас шухăш вăй-хал кÿнĕ. Кăмăл çирĕплĕхĕпе малаллах ăнтăлнă салтак арăмĕ. Ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсни савăнтарнă амăшне.
Халĕ М.Ефимова Саня хĕрĕпе пурăнать. Килĕнче таса, хăтлă, амăшне лайăх пăхаççĕ. “Тивĕçлĕ вăл лайăх пурнăçа. Анне пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Мăнуксемпе вĕсен ачисене те (вĕсем 20-ĕн) асламăшĕ-кукамăшĕн мухтавлă пурнăç çулĕ çинчен каласа паратпăр. Пĕлччĕр, асра тытчăр аслă ăру çыннисен паттăрлăхне. Шутласан, мĕнле чăтăмлă пулнă пирĕн анне. Нимĕнле хĕн-хур та хуçайман чăваш хĕрарăмне. Çÿрекелет-ха. Ултă çул ĕнтĕ суккăрланни, хăлхи илтет“,– терĕ вăл. Сумлă юбилярăн уяв кĕреки хăна-вĕрлерен пуян пулчĕ. Ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, кÿршисем пухăннă. Пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ чухне те самаях пысăк ушкăн пуçтарăнчĕ.
Аслă ывăлĕ Андрей ачисемпе Сведловскран килнĕ. Вăл 80 çула çитнĕ. Çулне кура мар, кĕрнеклĕ те патвар-ха. “Халĕ те ĕçлетĕп-ха”,– тет. Кĕçĕнни Петр Сургутран çитнĕ амăшне саламлама. Марье аппан тепĕр ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ иккен.
Сумлă ветерана çĕр çулхи юбилейĕпе çывăх çыннисемпе пĕрле район пуçлăхĕн çумĕ В.Я.Шакров, пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.В.Яковлева, “Раççейри пенсионерсен союзĕ” организацийĕн Тăвай районĕнчи представителĕ Г.А.Толкова, Енĕш Нăрваш ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.В.Кузьмина чун-чĕререн саламларĕç, канлĕ ватлăх, ырлăх-сывлăх сунчĕç, парнесем пачĕç, чĕрĕ чечек çыххисем парнелерĕç.
Р.ШУМОВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика