19 июня 2009 г.
Юн илесси лайăхланать (Здравоохранение)
“Донорсен юнĕн банкне тăвасси – патшалăх задачи” ятлă конференци иртнĕ Чăваш республикинчи юн илекен станцире. Унта донорсемпе врач-трансфузиологсем хутшăннă.
Унта малтан юн илес ĕçе лайăхлатмалли ыйтусене пăхса тухнă, донор юхăмне активлă хутшăнакансене дипломсем тата асăнмалăх парнесем панă. “Раççейри чи лайăх донор–2009” ята Чăваш республикипе Эдуард Гулко çĕнсе илнĕ.
Чăваш Енре хисеплĕ донорсен йышĕ кашни çулах ÿсет. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 3 пин 758 донора шута илнĕ пулсан, вĕсенчен 3 пин те 153-шĕ Раççейĕн хисеплĕ донорĕ. Çулсерен 200 çын награда илме тивĕçлĕ пулать. Кăçал пилĕк уйăхра пурĕ 1148,87 литр юн хатĕрленĕ.
“Сывлăх” наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май юн илекен станцине 48 çĕнĕ оборудованипе (131 миллион тенкĕлĕх) тивĕçтернĕ, вĕсене пурне те хута янă.
Пирĕн районта та юн паракансен йышĕ ÿссех пырать. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕш кунĕнче те Тăвай енре пурăнакансем çак сăваплă ĕçре активлăх кăтартрĕç, медицина ĕçченĕсен ăшă сăмахне тивĕçлĕ пулчĕç. Районти хăш-пĕр медицина работникĕсем хăйсем те тăтăшах юн параççĕ.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"