16 июня 2009 г.
Сывлăха çирĕплетме (Общество, здравоохранение)
Социаллă страховани фончĕн районти представительстви урлă бюджет системине кĕрекен ĕçри ашшĕ-амăшĕн 7–15 çулхи ачасем çу кунĕсенче сывлăха тĕрлĕ кану лагерĕсенче çирĕплетме пултараççĕ. Майăн 31-мĕшĕнчен пĕрремĕш смена канма тытăннă та ĕнтĕ. Пирĕн район ачисене “Звездный” лагере 13, Канаш районĕнчи “Космонавта” 10 тÿлевсĕр путевка уйăрса панă. Ачасем лагерьсенче 21 кун пулаççĕ. 2-мĕш сменăра 21 ача сывлăха “Космонавт” лагерьте çирĕплетĕ. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш сменăрисем июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа августăн 4-мĕшĕччен, августăн 7-мĕшĕнчен пуçласа августăн 27-мĕшĕччен “Звездныйра” канĕç. Вĕсем валли 37 путевка уйăрма пăхнă.
Çу кунĕсене лагерьте ирттернисĕр пуçне ачасен сывлăхне çулталăк тăршшĕпех санаторисенче те тĕреклетеççĕ. Кăçал кăна “Лесная сказка” (Муркаш р-нĕ, Шомиково), “Солнышко”, “Чайка” санаторисенче (Шупашкар районĕ) 20 ача сипленнĕ. 12600 тенкĕ тăракан путевкăсемпе ачасене тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Путевкăсем июль уйăхĕшĕн те пур.
Е.ХРАМОВА, социаллă страховани фончĕн районти представительствин ертсе пыракан специалист-ревизорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"