16 июня 2009 г.
Патшалăх та пулăшнă (Общество, строительство)
Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр çавăракансем пирки ыйтсан, Тушкил ял поселенийĕнче ĕçлекенсем Ямпулат ялĕнчи Федоровсене асăнчĕç. “Вĕсем кирпĕчрен икĕ хутлă çурт хăпартса лартрĕç, унта пурăнма пуçларĕç”, терĕç.
Федоровсем, чăнах та, çуртне ятуллă тунă, шала кĕрсе тăмарăмăр пулин те, тулашĕнчен пире питĕ кăмăла кайрĕ. Сасă çине пирĕн пата кил хуçи хĕрарăмĕ тухрĕ. Надежда Дмитриевна Федорова “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕн сысна фермине ертсе пырать. Кăнтăрлана шăпах килне килнĕ.
–Иртерех те çитрĕм-ха паян. Ывăлсем республика тулашне ĕçлеме каяççĕ те, вĕсене çула хатĕрлеме васкарăм, – терĕ.
Икĕ çитĕннĕ ывăл Надежда Дмитриевнапа Геннадий Николаевич Федоровсен. Ывăлĕсем çеç мар, маларах “Шимкусский” хуçалăхра водительте тăрăшнă мăшăрĕ те Мускава çÿреме тытăннă.
Çурт тăвасси, паллах, укçа-тенкĕсĕр пулмасть. Сахалах та мар кирлĕ вăл хальхи пурнăçра. Федоровсене çурт лартма патшалăх та субсиди парса пулăшнă. “Ку вăл пысăк çăмăллăх пулчĕ пирĕншĕн”, – пĕлтерчĕ Надежда Дмитриевна. –Тавах уншăн”.
Вăл эпир ыйтнипе хăй ĕçлекен фермăри ĕç-пуçсем пирки те пĕр-ик сăмах каларĕ. “Коллектив туслă пирĕн. Анчах сыснасен йышĕ хальхи вăхăтра унчченхинчен чылай сахалрах. Пĕр вăхăт вĕсем пин çурă пуçа çитнĕччĕ. Юрий Алексеевич, хуçалăх ертÿçи, вĕсен йышне ÿстерес шухăшлă-ха. Эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр”, – терĕ.
Сăмах майăн асăнсан, Надежда Дмитриевна кооперативри складсен заведующийĕн ĕçĕсене те туса пырать-мĕн.
И.ГЛАДКОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"