АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсене – капиталлă юсав (Строительство)

16 июня 2009 г.

Çуртсене – капиталлă юсав (Строительство)
Тăрăшни сая каймарĕ. Тăвайри малтан палăртса хунă нумай хваттерлĕ 7 çурта капиталлă юсав тума федераллă тата ытти бюджетсенчен укçа-тенкĕ килсе çитрĕ. Çакăншăн район пуçлăхĕ Н.И. Иванов нумай тăрăшрĕ, район администрацийĕ тимлесе ĕçлерĕ. Пирĕн те, сахал мар ĕç туса, вĕсене шупашкарсем умĕнче хÿтĕлеме тиврĕ. Халĕ ĕнтĕ район центрĕнчи нумай хваттерлĕ тăватă çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ: пĕри – Строительная урамри 3-мĕш номерлĕ çуртра, ăна пирĕн “Мастер” управляющи компанийĕ урлă “Янтиковская” МСО УАО тăвать. Виççĕшне Канашри “Стройсантех Плюс” ООО юсать. Асăннă çуртсене вĕçленĕ хыççăн кăçалах тата тепĕр пилĕк нумай хваттерлĕ çурта тĕпрен юсаса лайăхлатмалла. Çак юсавсенче çуртсен тăррисене, ăшăтмалли системăна, шыв пăрăхĕсене, электричество проводисене улăштарса çĕнетеççĕ, вентиляцие те юсаççĕ.
Çуртсене мĕнле юсав тунине иртен-çÿрен хăех курса хаклама пултарать. Строительсем хăвăрт та типтерлĕ ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çакăнпа пĕрлех асăннă çуртсенче пурăнакансене асăрхаттарса калас килет: строительство, юсав ĕçĕсем мĕнле пынине хăвăр та тĕрĕслесе тăрсан лайăх пулмалла, кăлтăксем е çитменлĕхсем асăрхасан хăвăрăн управдома е пирĕн пата “Мастер” управляющи компанине 2–14–76 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ан ÿркенĕр. Лайăх туни хăвăршăн вĕт.
Кăçал валли палăртнă çичĕ çуртра капиталлă юсав туса ирттерме федераллă, республика тата район бюджечĕсенчен, çав çуртсенче пурăнакансен 5 процентĕнчен укçа пырать. Çак укçа-тенкĕне пурне те юсав сметине кĕртнĕ. Бюджетсенчен уйăрни çав çуртсен счечĕсем çине куçнă ĕнтĕ. Çуртсенче, хваттерсенче пурăнакансен 5 процентлă тÿлевĕ çеç паянхи куна пуçтарăнса пĕтмен-ха. Çавăнпа вĕсене хăвăртрах тÿлесе татма ыйтасшăн. Уншăн пĕрер метр пăрăх хывса çитермесĕр е виçĕ-тăватă шифер хумасăр хăварас марччĕ çуртсене. Вентиляцие тасатмасăр е ытти ĕçсене тумасăр та юлас марччĕ. Кам тÿленипе тÿлеменнине юсав тăвакан çуртсенче пурăнакансен хăйсен те контроллесе тăрсан лайăх пулмалла. Çитменнине, çав 5 процентăн сумми те пысăк мар. Ăна мĕн чухлĕ хăвăртрах тÿлесе татăпăр, юсав ĕçĕсем те çавăн чухлĕ хăвăртрах пулса пырĕç.
Тата çакна та манас марччĕ: пирĕн район ку тĕлĕшпе федераллă программăна кăçал пĕрремĕш хут кĕчĕ. Çавăнпа та ĕçсем мĕнле пынине, эпир мĕне пултарнине, хваттерсенче пурăнакансем тÿлевсемпе вăхăтра татăлнине, капиталлă юсав валли уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ те эффективлă усă курнине тĕрлĕ çĕртен килсе тĕрĕслесех тăрĕç. Пирĕн район ятне, чысĕпе сумне яма юрамасть. Кăçал эпир юсавсене кирлĕ пек туса ирттерсен, тепĕр çулхине те пире çуртсем юсама укçа уйăрса парĕç. Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов çитес çул кăçалхинчен виçĕ хут нумайрах çурт-йĕр юсаттарасшăн. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен, пирĕн тÿлевсене вăхăтра татса пырас пулать тата юсавсене кал-кал та тĕплĕ тумалла.
П.АЛЕКСЕЕВ, «Тăвайри «Мастер» управляющи компанийĕ ООО директорĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика